Понедельник, 29 апреля

Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Ҫар мухтавӗн музейӗ уҫӑлчӗ

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи учительсен коллективӗ вӗренекенсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас тесе нумай тӑрӑшать. 2016 ҫултанпа Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмне кӗнӗ, вӗренекенсем тӗрлӗ проектсене хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашлӑха, тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине ачасем амӑш сӗчӗпех ӑса хывччӑр тесе тӗрлӗ меслетпе усӑ кураҫҫӗ, уявсем ирттереҫҫӗ.  

Патриотизмла воспитани парасси те ҫӳлти шайра, ахальтен мар кунта шыравҫӑсен отрядне йӗркеленӗ. Ҫамрӑк шыравҫӑсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тапхӑрӗнче ҫапӑҫусем  пынӑ вырӑнсене экспедицисене тухса ҫӳреҫҫӗ, шырав ӗҫӗсене  хутшӑнаҫҫӗ. Унтан вӗсем пӗрре те пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ, вӑрҫӑ хирӗсенчен вӑхӑт иртнипе тӗксӗмленнӗ ҫар билечӗсем, тутӑхнӑ патронсемпе гильзӑсем, каскӑсем, фляжкӑсем тата ытти япала тупса килеҫҫӗ. Шырав-тӗпчев енӗпе тӑтӑш ӗҫленӗ май, Ҫӗнӗмӑратсен нумай материал пухӑннӑ. Тупӑннӑ япаласемпе пурин те паллашма май пултӑр тесе шкулта ҫар мухтавӗн музейне уҫма шутланӑ. Иртнӗ шӑматкун, январӗн 28-мӗшӗнче,  «Наследие» музей пуҫласа алӑкӗсене уҫрӗ.  Асра юлмалли ҫак кун хӑнана муниципаллӑ округри ытти шкулсен вӗренекенӗсемпе учителӗсем, «Росдетцентр» ФГБУ эксперчӗ Наталья Иванова, ЧППУ шырав отрячӗн хастарӗ Анастасия Кузнецова, саппасри пограничник-ветерансем килсе ҫитрӗҫ.

Мероприятие шкул директорӗ Альберт Борисов сӑмах каласа уҫрӗ. Килнӗ хӑнасем  Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ питӗ пысӑк ӗҫ туса ирттернине палӑртрӗҫ, малашне те ӑнӑҫу сунчӗҫ. Саппасри пограничниксен ячӗпе Геннадий Филиппов тренировкӑсем валли хатӗрленӗ Калашников автоматне парнелерӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн музей пӗрремӗш кунхинех 100-е яхӑн хӑнана йышӑнчӗ.

Ҫав кунах шкулта «Образовательное воскресенье» проектӑн муниципалитет шайӗнчи слечӗ иртрӗ. Унта хутшӑнакансем тӗрлӗ площадкӑсенче ӗҫлерӗҫ. Пӗтӗмпе  ҫичӗ лапам йӗркеленӗ. Шкул директорӗсен канашҫисем хӑйсен планӗсене сӳтсе яврӗҫ, харпӑр хӑй опычӗпе паллаштарчӗҫ. Ку лапам ӗҫне  «Росдетцентр» учрежденин эксперчӗ Наталья Иванова йӗркелесе пычӗ.

Ҫамрӑк журналистсем статьясене мӗнле калӑпламаллине тата пахалӑхлӑ сӑнӳкерчӗксем тумаллине пӗлчӗҫ. Занятие пире, ҫак йӗркесен авторне тата «Вакыт» хаҫатӑн редакторне Дина Абулхановӑна, ертсе пыма шанчӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем вара ытти ҫӗртен килнӗ тусӗсене хӑйсем кӑларса тӑракан «Постскриптум» хаҫатпа паллаштарчӗҫ.

Спортзалра ташӑ искусствине юратакансем пухӑннӑ. Вӗсене Татьяна Иванова хореограф юнармеецсен вальсне ташлама вӗрентнӗ. «Орлята России» ушкӑнрисем юхӑмӑн гимнне вӗреннӗ. Ҫавӑн пекех «Росдетцентр» учрежденин методисчӗ Екатерина Верова проектсем епле хатӗрлемелли ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Ҫамрӑк шыравҫӑсене  Раҫҫейӗн шырав юхӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе, шкул ачисем валли хатӗрлекен проектсемпе паллаштарнӑ. Калаҫӑва Анастасия Кузнецова ертсе пынӑ, ҫавӑн пекех саппасри пограничник-ветерансем те сӑмах илнӗ. «Единая Россия» партин Ҫамрӑк гвардийӗн хастарӗсем  кулленхи ӗҫ планӗсем, грант проекчӗсем хатӗрлесси пирки каласа кӑтартнӑ.

Занятисем хыҫҫӑн пурте акт залне пуҫтарӑнса пӗтӗмлетӳсем турӗҫ, кун питӗ тухӑҫлӑ та усӑллӑ иртнине палӑртрӗҫ. Ӑшшӑн йышӑннӑшӑн, мӗнпур услови туса панӑшӑн шкул коллективне, волонтерсене тав турӗҫ. Ара, кунашкал тӗлпулусенче ытти шкулсенчи ӗҫтешсемпе, тантӑшсемпе паллашма, туслашма, пӗр пек темӑпа кӑсӑкланакан туссене тупма та пулать-ҫке. Пӗрле пуҫтарӑнса канашлани нумай ыйтӑва татса пама пулӑшать.

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *