Понедельник, 6 мая

Кашни килте пултăр район хаçачĕ

Кашни килте пултăр район хаçачĕ

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем январь уйăхĕнче харăсах икĕ уява, Раççей тата Чăваш пичет кунĕсене, паллă тăваççĕ.

1703 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Раççей патшалăхĕнче пĕрремĕш хаçат — «Ведомости» — кун çути курнă. Унăн редакторĕ I Петĕр патша хăй пулнă. Пĕрремĕш хаçатăн тиражĕ пин экземплярпа çеç танлашнă пулин те, вăл пичет историйĕшĕн паллă событи пулса тăнă. Раççей пичечĕн уявне çак пулăмпа çыхăнтарнă. Уява 1991 çулта РФ Президенчĕн указĕпе çирĕплетнĕ.

Чăваш пичечĕн кунне 2000 çултанпа январь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ. Ку дата чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухнă вăхăтпа çыхăннă. Унăн малтанхи номерĕ 1906 çулта январьте пичетленсе тухнă.

Пирĕн район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ «Каçал ен» («Паянхи сас», «Авангард», «Октябрь ялавĕ») 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче  кун çути курнă. Унтанпа, паянхине шутласан,10969-мĕш номер вулакансем патне çитет. Çак кăларăмсенче район историйĕ çырăнса юлнă тесен те тĕрĕс пулĕ.

Хаçат тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ тиражпа тухса тăнă. Хăш-пĕр çулсенче район хыпарçи 5 пин экземпляртан та иртнĕ. 1990 çулсем хыççăн унăн тиражĕ чакма пуçларĕ. Çакă тĕрлĕ сăлтавран килчĕ% халăх укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха кĕрсе ӳкнинчен те, информаци илме май паракан ытти çăлкуçсем (интернет, смартфонсем) хутшăннинчен те… Анчах та район хаçачĕн чăн-чăн вулаканĕсем темĕнле кăткăс тапхăрта та пирĕнтен уйрăлмарĕç. Паянхи вулакансем хушшинче «Каçал ен» («Октябрь ялавĕ») хаçата 40—50 е ытларах та çул илсе тăракансем  чылайăн.

Хальхи вăхăтра хаçат редакцине çăмăл мар. Хут, сăрă, электроэнерги тата ытти пулăшусен хакĕсем ӳссех пыраççĕ. Тăкаксем пысăк пулсан та, çырăнтару хакне пĕр пекрех шайра тытса тăма тăрăшатпăр. Районта пурăнакансем хаçата ытларах çырăнччăр тесе тĕрлĕ мел ĕçе кĕртетпĕр. Вулакансем вĕсемпе туллин усă курма тăрăшни савăнтарать. Çакă пире те хавхалантарать.

Хаçатпа туслă çыхăну тытакансем, обществăлла корреспондентсем пире çав тери пысăк пулăшу параççĕ. Людмила Тихонова, Галина Смирнова, Вера Никифорова, Павел Зайцев, Петр Родионов, Василий Пундяков тăтăшах интереслĕ статьясем илсе килсе е ярса параççĕ. Çĕнĕ Мăрат, Нĕркеç, Асанкасси, Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсенче вĕренекен хастар ачасем пĕлӳ тĕнчинче пулса иртекен хыпарсемпе тăтăшах паллаштараççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнă- вĕсен пайĕнче ĕçлекен Радий Басников, Киям Гимальдинов та хаçатпа çыхăну тытма вăхăт тупаççĕ. Тĕп библиотека, прокуратура, тĕп больница, ытти организацисен ĕçченĕсем те хыпарсем пĕлтерсех тăраççĕ. Хаçатăн тусĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр, пурнăçра, творчествăлла ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

 Тем пек тăрăшсан та, редакци сотрудникĕсем пĕтĕм çĕре çитме, пурне те пĕлме ĕлкĕреймеççĕ. Çавăнпа та вулакансене малашне те пирĕнпе çыхăнса тĕрлĕ хыпарсем пĕлтерме ыйтатпăр. Çырусене редакцие кĕртсе пама, электронлă почтăпа яма, шăнкăравлама та пултаратăр.

Хаçат тусĕсене, вулакансене, хаçат ĕçченĕсене, пичет ветеранĕсене пурне те Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсемпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăй-хал, тулли телей сунатпăр. Малашне те пирĕнпе тачă çыхăну тытасса, «Каçал ене» юратса вуласса, хыпарсем пĕлтерсе тăрасса шанатпăр.

А.ЕФРЕМОВА,

тĕп редактор. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *