Понедельник, 6 мая

«Ача-пăча сасси  тепĕр хут янăрарĕ

«Ача-пăча сасси  тепĕр хут янăрарĕ

2022 ҫул — Раҫҫейре халӑхсен культурин пуян еткерлӗхне сыхласа хӑварассин ҫулталӑкě. Пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, районта та ҫак ҫулталӑка халалласа тӗрлӗ енлӗ нумай мероприяти иртрӗ.  Районти ачасен искусство шкулӗ кӑҫал та ҫак ҫулталӑка халалласа  йăлана кĕнĕ «Ача-пӑча сасси» фестиваль-конкурса 9-мӗш хут йӗркелерӗ. Ăна Аслӑ Чурачӑкри ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи тата районти ачасен искусство шкулӗ пуçарăвӗпе 2012 çултанпа ирттереççӗ.

Хальхи вăхăтра халăх юррисене шăрантарасси тепĕр хут вăй илсе пырать. Ачасем — пирӗн пуласлӑх, тетпӗрĕ Мӗн пӗчӗкрен вĕсене тăван халăхăмăрăн пуянлăхне вĕрентсе хăварни, йăли-йĕркине аталантарса пыни паха.

Кăçал та çамрăк артистсем нумай пулнине палăртмалла. Хамăр районти коллективсемсĕр пуçне фестиваль-конкурсра Патӑрьел, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи пултаруллӑ ачасем те тупӑшрӗҫ.

Çак фестиваль-конкурса  ирттерсе эпир тӑван халăхӑн йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи халӑх юррисене, ташшисене сыхласа хăварса малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçаруллă ачасене тупса палӑртасшӑн.

Жюри членěсем çамрăк артистсене тӗрлӗ номинацисенче хакларĕç, пӗччен юрлакансем, ушкӑнпа юрлакансем, халӑх ташшине юратакансем тата тӗрлӗ халӑх музыка инструменчӗсем ҫинче вылякансем.

Халăх йăли-йĕркин пуянлăхĕпе паллаштарасси шкул çулне çитмен ачасенченех пуçланнине уйрăмах ырламалла. Ку енĕпе Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнĕнче, район центрĕнчи «Рябинушка», «Радуга», Урмаелĕнчи «Лейсан» ача сачĕсенче  тăрăшнине палăртмалла. Пĕчĕккисем сцена çине тухсан чун савăнса тăрать. Çавăн пекех Аслă Чурачăк, Тукай Мишер вăтам, Хирти Явăш тĕп, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн Тăманлă Выçли уйрăмĕнче вĕренекенсем те çак фестиваль-конкурса хастар хутшăнаççĕ, çулсеренех паха номерсемпе савăнтараççĕ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.

Т.Макарова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *