Ӗҫ коллективӗсем тупӑшрӗҫ
«Демографи» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри ҫӗршывра пурӑнакан халӑх ӗмӗрне вӑрӑмлатма пулӑшас, ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, физкультурӑпа спорта явӑҫтарас енӗпе тӑрӑшасси пулса тӑрать. «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» проекта пурнӑҫласа республикӑра та, пирӗн округра та тӗрлӗ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Пӗтӗм Раҫҫейри ГТО физкультурӑпа спорт комплексне ӗҫ коллективӗсенче сарасси.
Мартӑн 30-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӗҫ коллективӗсем хушшинче ГТО енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов, фестивалӗн тӗп судйи П.Ю.Порядков саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
«Ку — ҫынсен ӳсӗмне, профессине пӑхмасӑр сывӑ пурнӑҫ йӗрки