Ырӑ, мухтавлӑ ӗҫ нумай тунӑ

Ырӑ, мухтавлӑ ӗҫ нумай тунӑ

Пирӗн округра хастар ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем сахал мар. Иртнӗ ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче «Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ» статьяра нумай ҫул колхоз председателӗнче ырми-канми тӑрӑшнӑ Д.А.Акчурин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑччӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарса килнӗ кунсенче вара Акчуринсен ҫывӑх ҫыннисен Давидӑн шӑллӗн, Корнелий Александровичӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа паракан материалсемпе тивӗҫтерчӗҫ. Сӑмахӑм ман халӗ ун ҫинчен пулӗ.

Корнелий 1909 ҫулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче кун ҫути курнӑ. Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ, унтан Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илсе диплом илнӗ.

1931—1939 ҫулсенче Хирти Шӑхасанти пуҫламӑш шкулта директорта ӗҫленӗ. 1939—1941 ҫулсенче, Комсомольски районне туса хурсан, «Октябрь ялавӗ» хаҫатра вӑй хунӑ. Тӑрӑшулӑхне кура ӑна часах парти райкомӗн инструкторне ӗҫлеме илнӗ. Сӑмах май каласа хӑвармалла, район хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа ӑна парти райкомӗн тата район Совечӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗрсен партин Чӑваш обкомӗн бюровӗ йышӑннипе республикӑри 500 коммунист политработник пулса фронта тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче — К.Акчурин та. Корнелий Александровичӑн халӑхпа ӗҫлес опычӗ пулнӑ. Вӑл 1926 ҫулта комсомола кӗнӗ, 1927—1928 ҫулсенче ялти хресченсен комитетне ертсе пынӑ. Хутпӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе нумай ӗҫленӗ. Ялта ликбез пунктне уҫнӑ, унта хут пӗлменнисене вӗрентессине йӗркеленӗ. Комсомол организацийӗн секретарӗнче тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн ӑна Центральнӑй Комитет алла ҫыхмалли сехетпе наградӑланӑ. Пурнӑҫ уттинчен юлма хӑнӑхманскер 1939 ҫулта (ун чухне вӑл 30 ҫул анчах  тултарнӑ-ха) парти ретне кӗнӗ.

К.Акчурин фронта ҫитсенех Тӑван ҫӗршывӑн тӗп хулине хӳтӗлес енӗпе пыракан хаяр ҫапӑҫусене лекет. Наро-Фоминск районӗнчи Кубинка станцийӗ патӗнчи тытӑҫусене хутшӑнать. Ӑна пӗлӗвне татах та  ӳстерме Мускаври Ленин ячӗллӗ ҫарпа политика училищине вӗренме яраҫҫӗ.  Унтан вӗренсе тухсан Корнелий Александрович политрук ҫамрӑк салтаксене фронта кайма хатӗрлес ӗҫе хастар хутшӑнать.

Тӑван ҫӗре, халӑха, пурнӑҫа юратнӑ К.Акчурин. Ҫакна вӑл фронтран тӑван яла янӑ ҫырӑвӗсенчи йӗркесем те туллин ҫирӗплетеҫҫӗ. «…Пирӗн ҫарсем фашистсене малалла кайма чарчӗҫ, Гитлер йыттисен ҫулне пӳлсе хучӗҫ. Сирӗн те, тылрисен, нимӗҫ салтакӗн атти пирӗн ҫӗре таптаса ан ҫӳретӗр тесен Хӗрлӗ ҫара пур майсемпе те пулӑшмалла…». «… Хама шанса панӑ ротӑри боецсемпе паллашса ҫитрӗм. Тӑшмана пӗр тӑхтамасӑр хӑвалатпӑр…».

1944 ҫулхи августӑн 22-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӗнче Корнелий Александрович лӑпкӑ пурнӑҫа чи малти вырӑна хунине куратпӑр. «…Чи хакли пурнӑҫ. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, телейлӗ самантсем пирӗн пата килсех тӑрӗҫ. Вӑрҫӑ чарӑнассине ҫулпа мар, уйӑхпа, кунпа шутлама пуҫламалла. Виҫӗ ҫул та виҫӗ уйӑх сирӗнпе тӗл пулма май пулмарӗ. Кӗтнӗ кунсем ҫывхараҫҫӗ. Халӗ тӗп задача — Гитлер йыттисене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫапса аркатасси…».

1944 ҫулхи март уйӑхӗнче К.Акчурина политсоветран контрразведкӑна куҫараҫҫӗ. «Смерш» (смерть шпионам) сотрудникӗ пулса тӑрать. Вӗсем ытларах ют ҫӗршывсен шпионӗсене, сутӑнчӑксемпе диверсантсене тупса палӑртас, тытса чарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Кунта унӑн тӗрлӗ енчен ӑсталӑх кӑтартма тивет. Яваплӑ ӗҫе вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Ҫӗпӗр ҫар округӗнче службӑра тӑрса чылай вӑрттӑн операцисене хутшӑнать. Лару-тӑрӑва кура унӑн Харьков, Киев, Львов хулисенче ӗҫлеме тивет.

1946 ҫулта ӑна Хусана  куҫараҫҫӗ. Унта нумаях пулмасть вӑл, Чӑваш тӑрӑхне таврӑнать. Кунта та ӑна яваплӑ ӗҫсем шанса параҫҫӗ. К.Акчурин республикӑри хӑрушсӑрлӑх комитетӗнче, милици уйрӑмӗнче тӑрӑшать. Малтанхи  ҫулсенче Советски районӗн оперуполномоченнӑйӗнче, каярахпа Первомайски, Канаш районӗсен милици начальникӗсенче вӑй хурать.  1954 ҫулта вара Корнелий Александрович Йӗпреҫ поселокне куҫса килет. Кунта районти милици уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Чӑваш АССРӗн Шалти ӗҫсен министерстви пултаруллӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ сотрудника пӗлӗвне татах та ӳстерме Мускаври милици шкулне вӗренме ярать. 1970 ҫулта милици отличникӗ Акчурин майор тивӗҫлӗ канӑва каять. Пенсире пулсан та обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнать. 1982 ҫулта вара унӑн куҫӗсем ӗмӗрлӗ-хех хупӑнаҫҫӗ.

Педагог, политработник, «Смерш» сотрудникӗ, милици начальникӗ, воспитатель, ырӑ кӑмӑллӑ, хисепе тивӗҫлӗ ҫын К.А.Акчурин ҫуралнӑранпа кӑҫал 115 ҫул ҫитрӗ. Ун ятне ял-йыш манмасть.

Пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫӗршывшӑн, унӑн пуласлӑхӗшӗн вӑй хунӑ ҫын патшалӑхӑн нумай наградисене тивӗҫнӗ. 1939 ҫултах ӑна республикӑри ӑста учительсен пӗрремӗш съездӗнче педагогика ӗҫне ҫӳллӗ шайра тытса пынӑшӑн Хисеп грамоти парса чысланӑ. СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн наградисем (орденсемпе медальсем) унӑн пурӗ 13. Обществӑлла йӗркелӗхе ҫирӗплетес енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсене шута илсе Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ К.Акчурина республикӑн чи пысӑк наградине — Хисеп грамотине парса чысланӑ.

Корнелий Александрович пирки каласан, ун ҫемйи ҫинче те чарӑнса тӑрас килет. Мӑшӑрӗ Мария Степановна йывӑр ҫын чухне вӗсем  малтанах калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, пулас ачине ывӑл ҫуралсан — Сетнер, хӗр ҫуралсан — Нарспи ят пама шутласа хунӑ. 1935 ҫулта вӗсен хӗр кун ҫутине килнӗ. Ӑна ашшӗ питӗ юратнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ фронтран янӑ кашни ҫырӑвнех «Юратнӑ хӗрӗм Нарспи тата пурне те Хӗрлӗ ҫар командирӗнчен салам!» тесе пуҫланӑ. «Вӑл вӑхӑтра эпӗ 6 ҫулхи хӗрачаччӗ, шкула та кайман. Ҫапах та вулама, ҫырма пӗлкеленӗ. Атте ҫырӑвӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеттӗмччӗ. Конверт ҫине «Нарспи» тесе палӑртатчӗ вӑл кӗскен. Виҫкӗтеслӗ ҫырусем кӑвакарчӑн хӑвӑртлӑхӗпе ман пата вӗҫсе ҫитетчӗҫ», — аса илнӗ вӑл хаяр вӑрҫӑ кӗрленӗ ҫулсене.

 Нарспи Корниловна ашшӗ-амӑшӗ пекех пултаруллӑ пулнӑ.  Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Йӗпреҫ поселокӗн хисеплӗ гражданинӗ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ ӗмӗрӗпех ачасене тарӑн пӗлӳ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Унӑн ӗҫ биографийӗ Буинск вӑтам шкулӗнче пионервожатӑйра ӗҫленинчен пуҫланнӑ. Ҫӗрпӳри библиотека техникумне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пурнӑҫне Йӗпреҫри шкул-интернатпа ҫыхӑнтарнӑ. Мӗн пенсие кайичченех аслӑ пионервожатӑйра, воспитательте тӑрӑшнӑ. Нарспи Корниловна Пӗтӗм Союзри учительсен съезчӗн делегачӗ те пулнӑ.

Тивӗҫлӗ канура та алӑ усса ларман ветеран, районти культура ҫурчӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ӗмӗр тӑршшӗпех халӑх хушшинче пулнӑ, обществӑшӑн тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа унӑн патшалӑх наградисем те нумай. Хисеп грамотисене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн: ВЛКСМ Тӗп комитечӗн, Пӗтӗм Союзри пионер организацийӗн, комсомол обкомӗн, РСФСР, Чӑваш АССР ҫутӗҫ министерствин, КПСС райкомӗпе халӑх депутачӗсен районти Совечӗн…

Пилӗк ывӑлне кун ҫути парнеленӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Акчуринсем — Корнелий Александрович та, Мария Степановна та, Нарспи Корниловна та хӑйсен кӑмӑлӗпе, ӗҫӗпе ырӑ ят, хисеп ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ячӗсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ.

Василий Гаврилов,

обществӑлла корреспондент.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *