Публикации

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур

Аслӑрах ӳсӗмрисем  1986 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцире пулса иртнӗ аварие лайӑх астӑваҫҫӗ пулӗ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех инек пулнӑ вырӑна пӗтерме  хутшӑннӑ. Чӑваш республикинчен 2 пине яхӑн ҫын унта тухса кайнӑ. Вӑл шутра пирӗн районтан та унта 7 ҫын ӗҫленӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ пирӗн хушӑра ҫук та ӗнтӗ. Авари пулнӑранпа 38 ҫул иртнӗ  пулин те ҫав хурлӑхлӑ кун ҫынсен асӗнче. Чернобыль хупӑ зона шутланать. Апрелӗн 24-мӗшӗнче РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл  ӑру» хутшӑну центрӗнче Чернобыльти аварие тата ҫӗршыври радиаципе ҫыхӑннӑ инкексене пӗтерме хутшӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу пулса иртрӗ. Ӑна Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем  В.Боровковӑпа   С.Григорьева ертсе пычӗҫ. — Авари пулсан ӑна пӗтерме ям
Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ

Пӗрисем ача чухнехи ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртсе ӗмӗр тӑршшӗпе хӑйсен юратнӑ ӗҫӗсенче вӑй хураҫҫӗ. Теприсем хӑйсене килӗшекен профессие ҫитӗнсе ҫитсен ҫеҫ суйласа илеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан Л.А.Краснова малтан ҫӗвӗҫ пулма вӗреннӗ, вӑл профессипе вӑй хунӑ пулсан та, шӑпа ӑна  нумай ҫул хушши  ачасемпе шкулта тӑрӑшма    пӳрнӗ. Лида Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗнче кун ҫути курнӑ.  Ҫуралсанах ҫемйи пирӗн тӑрӑхри Киров поселокне куҫса килнӗ. Ҫавӑнпа ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ унӑн кунта иртнӗ. Ялти пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтерсен малалла ӑс пухма вӑл Комсомольски вӑтам шкулне ҫӳренӗ. «Ҫумӑр-и, ҫил-тӑман-и район центрне утнӑ. Вӗренес кӑмӑлсем пысӑк пулнӑ», — аса илет халӗ Лидия Ахвандеевна. 1969 ҫулта вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри ҫӗвӗҫсем хатӗрлекен училищӑна
Ырӑ, мухтавлӑ ӗҫ нумай тунӑ

Ырӑ, мухтавлӑ ӗҫ нумай тунӑ

Пирӗн округра хастар ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ ҫынсем сахал мар. Иртнӗ ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче «Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ» статьяра нумай ҫул колхоз председателӗнче ырми-канми тӑрӑшнӑ Д.А.Акчурин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑччӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарса килнӗ кунсенче вара Акчуринсен ҫывӑх ҫыннисен Давидӑн шӑллӗн, Корнелий Александровичӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа паракан материалсемпе тивӗҫтерчӗҫ. Сӑмахӑм ман халӗ ун ҫинчен пулӗ. Корнелий 1909 ҫулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче кун ҫути курнӑ. Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ, унтан Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илсе диплом илнӗ. 1931—1939 ҫулсенче Хирти Шӑхасанти пуҫламӑш шкулта директорта ӗҫленӗ. 1939—1941 ҫулсенче, Комсомольски районне туса хурсан, «Октябрь ялавӗ» хаҫатра
Пулӑшма яланах хатӗр

Пулӑшма яланах хатӗр

Пирӗн округра пурӑнакансем ҫӗршыври, республикӑри нумай ҫӗрти пекех Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах аякри ентешсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама пуҫларӗҫ. Ӑшӑ япаласем, апат-ҫимӗҫ, строительство материалӗсем, автомашинӑсем, ӗҫ, ҫар тӗллевӗпе усӑ курмалли хатӗрсем, укҫа-тенкӗ пуҫтарса ӑсатрӗҫ. Ырӑ кӑмӑлпа тунӑ пур пулӑшӑва та асӑнса та пӗтереймӗн. Ватти-вӗтти таранах ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннӑ. Шкул ачисем салтаксем патне ӑшӑ кӑмӑлтан ҫырнӑ ҫырусем ӑсатнӑ. Шкулсенче те, ялти культура ҫурчӗсенче те окоп ҫуртисем те хатӗрленӗ. Округри пур территори уйрӑмӗсенчи ялсенче  те маскировка сеткисем ҫыхса хатӗрленӗ. Ку ӗҫ малалла пырать. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем  пурӗ 200 ытла сетка ҫыхса хатӗрленӗ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем те ку тӗлӗшпе маттур.
Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Чӑваш халӑх наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас, вӗренекенсем хушшинче талантлӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе  Патӑрьелӗнчи  искусствӑсен ача-пӑча шкулӗнче регионсем хушшинчи чӑваш наци культурин «Чувашия!» конкурсӗ иртрӗ. Куҫӑн мар майпа пулнӑ тупӑшӑва Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Ульяновск облаҫӗнчи, Мускаври, Саха (Якути) Республикинчи 100 ытла коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ. «Инструментальное мастерство» номинацире 11—13 ҫулхисем хушшинче хуткупӑспа выляса Камиль Кафизов 1-мӗш степеньлӗ, Степан Ильин 2-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Вӗсене конкурса Л.А.Петрова преподаватель хатӗрленӗ. «Фольклор» номинацире вӑтам ушкӑнра округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи «Тевет» фо
Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ

Округри пур формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ темелле. Хирсем машина-трактор сассисемпе тулчӗҫ. Апрелӗн 22-мӗшӗ тӗлне «Родина» фермер хуҫалӑхӗ 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар ҫурхи тулӑ, «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ 15 гектар урпа,  «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ 40 гектар рапс, 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ. Ҫак кунсенчех ака ӗҫне «Асаново», «Урожай», «Искра» хуҫалӑхсем те пуҫӑннӑ. Округӗпе илсен 864 гектар кӗр тыррисене, 345 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ. 1008 гектар кӗр тыррисене, 1621 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 1076 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ. Хуҫалӑхсем 441 гектар ҫурхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрленӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вӑрлӑха имҫамласси те пырать Ҫанталӑк кунсере
Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ

Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ

Кӑҫалхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ. Вӑл июлӗн 15-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак кунсенче пирӗн округри Комсомольски тата Тукай территори уйрӑмӗсенчи ҫамрӑксем ҫар ретне тӑчӗҫ. Призывпа каякан салтаксене Донецк тата Луганск Республикисене, Херсон тата Запорожье облаҫӗсене ямаҫҫӗ. Вӗсен Раҫҫейри ҫар чаҫӗсенче 1 ҫул  службӑра тӑмалла пулать.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ

Апрелӗн 18-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ветерансен совечӗн пленумӗн черетлӗ канашлӑвӗ пулса иртнӗ. Ӑна округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Малтанах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парас ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки директорӑн ҫумӗ Л.П. Абрамова каласа панӑ.  «Искра» колхозри ветерансен пуҫламӑш организацийӗн председателӗ Л.М.Макарова, округри ветерансен совечӗн председателӗн ҫумӗ В.И.Пундяков, ветерансен союзӗсен председателӗсем Н.И.Смирновпа И.Х.Минетуллин сӑмах илсе калаҫнӑ. Вӗсем асӑннӑ шкулта ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентес, паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр упрас тата ытти енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсене ырланӑ. Канашлура ҫавӑн пекех ветерансене эмелсемпе тивӗҫтерес енӗп
Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ

Шурут культура ҫуртӗнче апрелӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртрӗ. Мероприятие килекенсене фойере йӗркеленӗ выставка-стендсем, куравсем кӗтсе илчӗҫ. Ку тӑрӑхри Шурут, Шурут-Нурӑс, Тутар Шурут, Йӳҫ Шӑхаль, Юнтапа ялӗсенче пурӑнакансен ӗҫӗ-хӗлне, пурнӑҫне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, документсемпе ҫынсем хапӑлласах паллашрӗҫ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ҫав тематикӑпа йӗркеленӗ куравсем те илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Ҫамрӑксем ӗлӗкхи  ӗҫ хатӗрӗсемпе япаласене уйрӑмах интересленсе пӑхрӗҫ. Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов савӑнӑҫлӑ уява уҫнӑ май кӗскен ялсен историйӗ, вӗсен аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ю
Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ

Вӑрӑм ӗмӗрлисене саламларӗҫ

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче пурӑнакан вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсем ҫавра ҫулӗсене паллӑ турӗҫ. Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Анастасия Максимовна Сапожникова апрелӗн  19-мӗшӗнче 95 ҫул тултарчӗ. Няна аппа (ялта ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр ҫулӗсенче вӑл аслисемпе танах иртен пуҫласа каҫченех хирте тӑрӑшнӑ. Вӑрман касма та тивнӗ унӑн. Ача кӑна пулсан та Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та хастар хӗр ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерме май ҫитернӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратас тесе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Малтан ҫамрӑк Красин ячӗллӗ колхозӑн  ферминче сурӑхсем пӑхнӑ.           1957 ҫулта Аслӑ Ҫӗрпӳел каччи