Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Чӑваш халӑх наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас, вӗренекенсем хушшинче талантлӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе  Патӑрьелӗнчи  искусствӑсен ача-пӑча шкулӗнче регионсем хушшинчи чӑваш наци культурин «Чувашия!» конкурсӗ иртрӗ.

Куҫӑн мар майпа пулнӑ тупӑшӑва Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Ульяновск облаҫӗнчи, Мускаври, Саха (Якути) Республикинчи 100 ытла коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округри пултаруллӑ ҫамрӑксем те пулнӑ.

«Инструментальное мастерство» номинацире 11—13 ҫулхисем хушшинче хуткупӑспа выляса Камиль Кафизов 1-мӗш степеньлӗ, Степан Ильин 2-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Вӗсене конкурса Л.А.Петрова преподаватель хатӗрленӗ.

«Фольклор» номинацире вӑтам ушкӑнра округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи «Тевет» фольклор ансамблӗ палӑрнӑ, 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ачасемпе Т.В. Макарова преподаватель ӗҫлет.

«Изобразительное искусство» номинацире вара сӑрӑ ӑсталӑхне алла илекен ҫамрӑксен пултарулӑхне хакланӑ.  11—13 ҫулхи вӗренекенсем хушшинче Ксения Смирнова 1-мӗш степеньлӗ, Виктория Самукова 3-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. Аделина Игнатьева 1-мӗш степеньлӗ, Савва Галкин 2-мӗш степеньлӗ дипломсене тивӗҫнӗ. Ачасене Н.В.Игнатьева преподаватель хатӗрленӗ.

Пирӗн округри ачасен ҫитӗнӗвӗсем савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Л.Петрова,

Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн  преподавателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *