Пулӑшма яланах хатӗр

Пулӑшма яланах хатӗр

Пирӗн округра пурӑнакансем ҫӗршыври, республикӑри нумай ҫӗрти пекех Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах аякри ентешсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама пуҫларӗҫ. Ӑшӑ япаласем, апат-ҫимӗҫ, строительство материалӗсем, автомашинӑсем, ӗҫ, ҫар тӗллевӗпе усӑ курмалли хатӗрсем, укҫа-тенкӗ пуҫтарса ӑсатрӗҫ. Ырӑ кӑмӑлпа тунӑ пур пулӑшӑва та асӑнса та пӗтереймӗн. Ватти-вӗтти таранах ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑннӑ. Шкул ачисем салтаксем патне ӑшӑ кӑмӑлтан ҫырнӑ ҫырусем ӑсатнӑ. Шкулсенче те, ялти культура ҫурчӗсенче те окоп ҫуртисем те хатӗрленӗ.

Округри пур территори уйрӑмӗсенчи ялсенче  те маскировка сеткисем ҫыхса хатӗрленӗ. Ку ӗҫ малалла пырать. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем  пурӗ 200 ытла сетка ҫыхса хатӗрленӗ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем те ку тӗлӗшпе маттур. Вӗсем 150 ытла ҫапӑҫу хирӗнче кирлӗ хатӗр ҫыхса ӑсатнӑ. Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӗмӗр» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем те 50 ытла сетка ҫыхма пултарнӑ. Асанкассинчи ял ҫыннисемпе шкул ачисем те чылай ӗҫленӗ. Каларӑмӑр ӗнтӗ, ку ӗҫе пур ялсенче пурӑнакансем те, ӳсӗмне пӑхмасӑр хастар хутшӑнаҫҫӗ.

«Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр», — теҫҫӗ вӗсем. Кашни ялтанах ентешӗсем мобилизаци енӗпе е контрактпа инҫетре службӑра тӑраҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансем вӗсене пулӑшма яланах хатӗр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *