Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ

Пӗрисем ача чухнехи ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртсе ӗмӗр тӑршшӗпе хӑйсен юратнӑ ӗҫӗсенче вӑй хураҫҫӗ. Теприсем хӑйсене килӗшекен профессие ҫитӗнсе ҫитсен ҫеҫ суйласа илеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан Л.А.Краснова малтан ҫӗвӗҫ пулма вӗреннӗ, вӑл профессипе вӑй хунӑ пулсан та, шӑпа ӑна  нумай ҫул хушши  ачасемпе шкулта тӑрӑшма    пӳрнӗ.

Лида Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗнче кун ҫути курнӑ.  Ҫуралсанах ҫемйи пирӗн тӑрӑхри Киров поселокне куҫса килнӗ. Ҫавӑнпа ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ унӑн кунта иртнӗ. Ялти пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтерсен малалла ӑс пухма вӑл Комсомольски вӑтам шкулне ҫӳренӗ. «Ҫумӑр-и, ҫил-тӑман-и район центрне утнӑ. Вӗренес кӑмӑлсем пысӑк пулнӑ», — аса илет халӗ Лидия Ахвандеевна. 1969 ҫулта вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл Ҫӗрпӳри ҫӗвӗҫсем хатӗрлекен училищӑна ҫул тытать. 1972—1975 ҫулсенче Шупашкарти «Силуэт» ательере ӗҫлет. Вӑл ҫулсенчех хӗр пӗр ял каччипе В.Красновпа пӗрлешет. Владимир вӑл вӑхӑтра ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ пулнӑ. Институт пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк специалиста направленипе хамӑр районти «Гигант» колхоза ӗҫлеме яраҫҫӗ. Лидия Ахвандеевна та мӑшӑрӗпе ку тӑрӑха куҫса килет. Вӑл Нӗркеҫри ҫӗвӗ цехне ӗҫе кӗрет. Мӑшӑрӗ ҫара кайсан Лидия ҫулталӑкри ачипе тӑрса юлать. «Ҫав ҫул хӗл питӗ сивӗччӗ.  Пӳрт пӗренисем шартлатса ҫурӑлатчӗҫ. Апла пулсан та ачана ӑшӑ чӗркесе ҫӗвӗ цехне ӗҫе васкаттӑм. Цехрах ҫӗр каҫни те чылай пулнӑ», — тет Л.Краснова. Вӑл вӑхӑтра районти йӑла пулӑшӑвӗ паракан комбинатӑн ялсенчи уйрӑмӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Халӑхран кӗпе-йӗм ҫӗлеме заказсем нумай килнӗ.

Владимир Петрович ҫартан килсен ӑна Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулне ӗҫлеме илеҫҫӗ. Лидия Ахвандеевна та унта куҫать. Малтан библиотекӑра тӑрӑшать. Унтан аслӑ пионервожатӑйра ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах классенче ӗҫ урокӗсем те ирттерет. Вӑл ҫулсенче партӑсем хушшинче ларнӑ чухнех  ачасене ӗҫе юратма хӑнӑхтарас, пӗр-пӗр ӑсталӑха вӗрентес тесе нумай тӑрӑшнӑ. Уроксем хыҫҫӑн вӗренекенсем Лидия Ахвандеевна  ертсе пыракан ал ӗҫ кружокне хаваспах ҫӳренӗ. Хӑй ҫӗвӗҫ пулнӑ май  япаласем ҫӗлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе, кил хуҫи хӗрарӑмне малашнехи пурнӑҫра кирлӗ пулакан япаласемпе паллаштарнӑ. «Ачасемпе ӗҫлеме питӗ юрататтӑм. Ҫав вӑхӑтсем халӗ те ман асра», — аса илет вӑл.

Вӗренекенсемпе район шайӗнчи тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑнни те унӑн асӗнчех.

Хӗллехи кунсенче ватӑ ҫынсене ачасемпе пулӑшма ҫӳренисене те кӑмӑлтан аса илет.  Шкулпа ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑмсемпе самантсем пирки хаваспах каласа парать. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех шкулта тӑрӑшнӑ вӑл. Хастар ӗҫшӗн Хисеп грамотисене пӗрре мар тивӗҫнӗ. Ҫӗвӗҫе вӗреннӗ, шкулта ӗҫлесе ырӑ ята тивӗҫнӗ. Ҫакӑншӑн савӑнать вӑл. Вӑл ачасене пурнӑҫра куллен тӗл пулакан кирлӗ ӗҫсене хӑнӑхтарнӑ.

Владимир Петровичпа  вӗсем виҫӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшнӑ. Пурне те аслӑ пӗлӳ пама пултарнӑ. Халӗ Красновсем 4 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.

Ачаран вӗрентекен пулма ӗмӗтленмен пулин те, Лидия Ахвандеевна шкулта ӗҫлесе пурнӑҫра кирлӗ ӗҫ тунӑ, вӗрентекенсен тав сӑмахне тивӗҫнӗ.

Анатолий Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *