Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ

Округри пур формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ темелле. Хирсем машина-трактор сассисемпе тулчӗҫ.

Апрелӗн 22-мӗшӗ тӗлне «Родина» фермер хуҫалӑхӗ 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар ҫурхи тулӑ, «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ 15 гектар урпа,  «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ 40 гектар рапс, 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ. Ҫак кунсенчех ака ӗҫне «Асаново», «Урожай», «Искра» хуҫалӑхсем те пуҫӑннӑ.

Округӗпе илсен 864 гектар кӗр тыррисене, 345 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ. 1008 гектар кӗр тыррисене, 1621 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 1076 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ. Хуҫалӑхсем 441 гектар ҫурхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрленӗ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вӑрлӑха имҫамласси те пырать

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтать. Ҫӗр пулса ҫитнӗҫемӗн ытти хуҫалӑхсенче те хӗрӳ вӑхӑт пуҫланӗ.

Минзаит Зайнуллин,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *