Ака-суха вӑй илсе пырать

Ака-суха вӑй илсе пырать

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӑй илсех пыраҫҫӗ. Пур хуҫалӑх та тенӗ пекех хире тухнӑ. Ӑҫта акаҫҫӗ, ӑҫта сӳрелеҫҫӗ, ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ…

Апрелӗн 25-мӗшӗ тӗлне «Родина» ООО 170 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 109 гектар ҫурхи тулӑ, «Труд» ЯХПК 50 гектар  «Урожай» колхоз 45 гектар, «Слава» ЯХПК 44 гектар урпа, «Труд» ЯХПК 30 гектар сӗлӗ, «Дружба» ЯХПК 50 гектар рапс, «Слава картофелю» агрофирма 34 гектар, Шарафутдиновӑн тата «Кызыл сабанча» фермер хуҫалӑхӗсем 10-шар гектар горчица, «Искра» колхоз 50 гектар пӗр ҫул, «Дружба» ЯХПК 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ. Ҫӗрсем пулса ҫитнӗ май ытти ҫӗрте те  сеялкӑсем хире тухаҫҫӗ.

 Округӗпе 1783 гектар кӗр тыррисене, 2008 гектар нумай ҫул  ӳсекен курӑксене, 1824 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ. 1204 гектар кӗр тыррисене, 646 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ.  Пур ял хуҫалӑх предприятийӗнче те ҫӗр хатӗрлесси пырать. Ҫак ӗҫе 1138 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ.

Минзаит Зайнуллин,

округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *