Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур

Аслӑрах ӳсӗмрисем  1986 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцире пулса иртнӗ аварие лайӑх астӑваҫҫӗ пулӗ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпех инек пулнӑ вырӑна пӗтерме  хутшӑннӑ. Чӑваш республикинчен 2 пине яхӑн ҫын унта тухса кайнӑ. Вӑл шутра пирӗн районтан та унта 7 ҫын ӗҫленӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ пирӗн хушӑра ҫук та ӗнтӗ. Авари пулнӑранпа 38 ҫул иртнӗ  пулин те ҫав хурлӑхлӑ кун ҫынсен асӗнче. Чернобыль хупӑ зона шутланать.

Апрелӗн 24-мӗшӗнче РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл  ӑру» хутшӑну центрӗнче Чернобыльти аварие тата ҫӗршыври радиаципе ҫыхӑннӑ инкексене пӗтерме хутшӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу пулса иртрӗ. Ӑна Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем  В.Боровковӑпа   С.Григорьева ертсе пычӗҫ.

— Авари пулсан ӑна пӗтерме яма пирӗн районти предприяти-организацисенче ӗҫлекен 60 яхӑн ҫынна тӗрӗслев витӗр кӑларнӑ. Кунта сывлӑх шайӗ лайӑххипе  пӗрлех  ҫемьере 2 ача пулнине, ҫын 35 ҫултан иртнине те, ытти критерисене те шута илнӗ. Вӑл вӑхӑтра эпӗ Комсомольскинчи «Сельхозтехника» предприятире ӗҫлеттӗм. Чернобыльте экскаваторпа тӑрӑшрӑм. Пире ятарлӑ шӗвекпе сирпӗтнӗ тумтир, ҫӑварпа сӑмсана хупламалли маска пачӗҫ. Кунӗпе ирхине 8 сехетрен каҫхи 8 сехетччен вӑй хунӑ та, маскӑпа сывлама йывӑрччӗ. Радиацине курма та, шӑршпа туйма та ҫук. Ҫавӑнпа хӑрушӑ вырӑнта ӗҫленӗ пек марччӗ. Вӑл кайран пӗчӗккӗн сывлӑха витӗм кӳрет. Эпӗ унта 2 уйӑх пултӑм, — каласа пачӗ Чернобыльти  АЭСри аварие пӗтерме хутшӑннӑ В.Е.Козлов.  Атомлӑ шыв айӗнче ҫӳрекен лодка ҫинче службӑра пулнӑ вӑхӑтра унти аварие мӗнле пӗтерни ҫинчен  В.Ф.Щетинкин каласа пачӗ.

— Кашни тапхӑртах паттӑрсем пулнӑ. Чернобыльти тата ытти инкексене пӗтерме хутшӑннӑ ҫынсем чӑннипех те мухтава тивӗҫлӗ, — палӑртрӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин. Вӑл ҫӗршыври радиаципе ҫыхӑннӑ аварисене пӗтерме хутшӑннӑ В.Е.Козлова, В.Д.Порядкова, А.М.Романова, В.Ф.Щетинкина Тав хучӗсем парса чысларӗ.

Пуҫтарӑннисем ҫӗршыври аварисене  пӗтерме хутшӑнса вӑхӑтсӑр вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

«Ҫӗршывра ун пек хӑрушӑ инкексем тек ан пулччӗр. Ҫав хӑрушлӑха пӗтерме хутшӑннисене манмалла мар», — терӗҫ тӗлпулӑва килнӗ хӑйсен ӗмӗрӗнче хур-шурне нумай курнӑ ҫынсем.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *