Асӑну хӑми уҫнӑ

Асӑну хӑми уҫнӑ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Хырхӗрри ялӗнче, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Сергей Новиков  пурӑннӑ  ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Ҫак ятпа иртнӗ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков хутшӑннӑ.  Сергей ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа паттӑрсен вилӗмӗпе вилнине, вӑл Тӑван ҫӗршыва чунтан юратса, ӑна хӳтӗлеме яланах хатӗр пулса ӳснине палӑртнӑ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем патриотизм темипе сӑвӑсем вуланӑ. Мемориаллӑ хӑмана  С.Новиковӑн амӑшӗ Галина Павловна тата аппӑшӗ Евгения торжествӑлла лару-тӑрура уҫнӑ.

Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хунӑ салтаксене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *