Понедельник, 20 мая

Публикации

Уй-хир ӗҫӗ вӑй илсе пырать

Уй-хир ӗҫӗ вӑй илсе пырать

Ҫанталӑк хӗвеллӗ те уяр тӑрать. Ҫакӑ округри ҫӗр ӗҫченӗсене хирсенче ӑнӑҫлӑ тӑрӑшма май парать. Апрелӗн 17-мӗшӗнче округри тӗрлӗ формӑллӑ предприятисенче нумай ҫул ӳсекен курӑксен 2002 гектарне апатлантарнӑ, 2928 гектарне сӳреленӗ. Ҫак   ӗҫсенех кӗр тыррисен уйӗсенче те  пурнӑҫлаҫҫӗ: 1875 гектар апатлантарнӑ, 1761 гектар сӳреленӗ.  Хуҫалӑхсенче 5543 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ, 2944 гектар культиваци туса ҫӗр хатӗрленӗ. Округри 15 хуҫалӑхра акана тухнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне 1081 гектар урпа,1039 гектар тулӑ, 193 гектар викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, 130 гектар сӗлӗ, 75 гектар пӑрҫа акнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӑй илсех пыраҫҫӗ. Ремис Шарафутдинов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.
Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс

Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Централизациленӗ библиотека системи» культура учрежденийӗнче «Диалог с властью» ҫавра сӗтел иртрӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗн                          пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа тӗл пулма вулавӑша шкулсенчи хӑйтытӑмлӑх хастарӗсем пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ калаҫӑва ҫавӑн пекех райпо канашӗн ертӳҫи, муниципаллӑ округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева та хутшӑнчӗ. Тӑватӑ шкул вӗренекенӗсем округа аталантарас енӗпе хӑйсен проекчӗсене хатӗрлесе килнӗ. Лидерсен малашлӑхра пирӗн муниципаллӑ округа епле курасшӑн пулнине ҫырса-ӳкерсе кӑтартмалла пулнӑ. Ҫак тӗллеве пурте питӗ лайӑх пурнӑҫланӑ, командӑсем хӑйсен проекчӗсене округ ертӳҫи, тантӑшӗсем умӗнче хӳтӗлерӗҫ. «Ҫамрӑк пуҫра — ҫамрӑк ӑс» тесе ахальтен каламан ӗнтӗ. Нӗркеҫ, Тукай Мишер, Урмаел, Ҫӗнӗ Мӑра
Пур енӗпе те маттур каччӑ

Пур енӗпе те маттур каччӑ

Кӑҫалхи ҫул Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнисем хушшинче Комсомольски 2-мӗш  вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Бронислав Митюков та пур. Вулакансене паян ҫак маттур каччӑпа паллаштарас тетпӗр. Чи малтанах ҫакна палӑртар: Бронислав — кадет, 9 «к» класра пӗлӳ илет. Кадет пулма вара пӗртте ҫӑмӑл мар, унта пурне те илмеҫҫӗ. Мал ӗмӗтлӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ тата дисцип линӑна пӑхӑнакан, Тӑван ҫӗршыв историйӗпе кӑсӑкланакан, вӗренӳре аван ӗлкӗрсе пыракан хастар та пултаруллӑ ачасене суйлаҫҫӗ. Кадет пуласси хитре ҫар тумӗпе  ҫӳресси кӑна тесе шутлакансем йӑнӑшаҫҫӗ. Кун пек классенче тиев те (нагрузка) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан классенчинчен чылай пысӑкрах: вӗренӳ кунӗ каҫченех тӑсӑлать, уроксем хыҫҫӑн кадетсем стройпа утма, тӗрлӗ команда пурнӑҫлама хӑнӑхаҫҫӗ, спорт хӑнӑхӑвӗсем тӑваҫҫӗ, тирта переҫҫӗ, вальс
Йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев

Йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев

РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский»  уйрӑмӗнче кӑҫалхи 3 уйӑхри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ. Канашлӑва ЧР шалти ӗҫсен министерствин обществӑлла йӗркене сыхлассине йӗркелес ӗҫ управленийӗн начальникӗ, полици полковникӗ Н.А.Зологин, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, Елчӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А.Николаев, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӑн Елчӗк подразделенийӗн начальникӗн ҫумӗ Т.Ш.Мингалеев, шалти ӗҫсен пайӗн ветеранӗсен совечӗн председателӗ П.В.Лапшин, пирӗн округ прокурорӗ О.Ю.Васильев тата право йӗркине сыхлас енӗпе тӑрӑшакан ытти ӗҫченсем  хутшӑннӑ. Муниципалитетсем хушшинчи  «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан О.Ю.Миронов отчет туса панӑ. — Пирӗн уйрӑмра тӑрӑшакансем право й

Авторпа тӗлпулу иртрӗ

Ҫак кунсенче тӗп библиотекӑра ЧР халӑх академикӗпе, писательсен союзӗн, чӑвашсен обществӑлла культура центрӗн членӗпе, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗпе П.Н.Зайцевпа тӗлпулу иртрӗ. Вӑл «Память», «На страже границ Отечества» тата ытти изданисем хатӗрленӗ. Тӗлпулӑва вулакансем, тус-тантӑшӗсем чылайӑн хутшӑнчӗҫ. Мероприятие  Валентина Боровковӑпа Светлана Григорьева интереслӗ ертсе пычӗҫ, авторӑн «Мухтанатӑп санпа, тӑван ялӑм Йӑлмахва» кӗнекипе тӗплӗн паллаштарма тӑрӑшрӗҫ. Ку издани «Литературӑллӑ Чӑваш Ен, ҫулталӑкра чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса «Тӑван ен ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке» номинаципе  хутшӑнать. Павел Николаевич хӑйӗн ялӗ, унта ҫуралса ӳснӗ паллӑ та хисеплӗ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑӗ Кӗнекене сӳтсе явма хутшӑнакансем ӑна лайӑх хак пачӗҫ. Тӗп библиотека директо
Асӑрханӑр, сӑвӑс!

Асӑрханӑр, сӑвӑс!

Ҫутҫанталӑк чӗрӗлнӗҫемӗн нумайӑшӗ вӑрманалла туртӑнать. Вӑрманта вара юн ӗҫекен кӑпшанкӑсем те чӗрӗлеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче вӗсем ялсенче те сарӑлнӑ. Юн ӗҫекен кӑпшанкӑсем шутне сӑвӑс та кӗрет. Вӑл инфекциллӗ чирсене саракан шутланатьӗ Кунта вируслӑ энцефалит чирӗ те кӗрет. Вӑл тӗп нерв тытӑмне сиенлет. Вӑхӑтра сипленмесен ӳт-пӳ хускалми (паралич) пулать, ҫын вилме те пултарать. Тумтире ҫакланнӑ сӑвӑс пӗр-икӗ сехет хушши кӗлетке тӑрӑх ҫӳрет, хӑйне валли ҫыпҫӑнма вырӑн шырать. Ытларах вӗсем пуҫ, мӑй, хырӑм ҫине, хул хушшине, ал-ура хуҫланнӑ ҫӗре ҫыпӑҫаҫҫӗ. Кӗлеткене сӑвӑс ӗмсе ҫыпҫӑннине тупсан ӑна хӑвӑртрах кӑларма тӑрӑшӑр — мӗн чухлӗ хӑвӑртрах кӑларатӑр, энцефалитпа наркӑмӑшланас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ сахалрах. Сӑвӑса кӑларас тесен вӑл кӗрсе ларнӑ вырӑна ӳсен-тӑран ҫӑвӗ сӗрмелле, унта
Улми йывӑҫҫинчен айккине ӳкмест

Улми йывӑҫҫинчен айккине ӳкмест

Ӗнерхи кунсӑр паянхи кун ҫук, теҫҫӗ. А.Агафоновӑн Чӑваш тата Тутар Элпуҫӗсем, Хирти Явӑш, Хирти Выҫли, Хирти Мӑрат ялӗсен историйӗ ҫинчен каласа паракан «На реке Малая Хондурла» кӗнеки шӑпах паян пурӑнакансене маларах пурӑннӑ, хастар ӗҫпе, ял ҫинчи хисеппе чапа тухнӑ ҫынсем ҫинчен каласа паратьӗ Унӑн листисене сирсен нумай ҫемье ҫинчен пӗлме пулать. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнчи 23-мӗш страницӑна уҫсан «Ҫемье телейӗ» статья куҫ тӗлне пулчӗ. Унта Хирти Выҫли ялӗнче  пурӑннӑ «Ача амӑшӗ-героиня» ята илме тивӗҫ пулн. Фекла Григорьевна Яковлева ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Дружба» колхозра «Ача амӑшӗ-героиня» ятне 6 хӗрарӑм илме тивèҫлӗ пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — Фекла Григорьевна Яковлева. Вӑл 1918 ҫулта Пӳртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Хирти Выҫли ялӗнчи Егор ятлӑ ҫамрӑкпа пӗрлешсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑн
Ҫураки вӑй илсех пырать

Ҫураки вӑй илсех пырать

Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗнче те тенӗ пекех техника хире тухнӑ. Апрелӗн 13-мӗшӗ тӗлне 2002 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 2928 гектар сӳреленӗ.  Ҫавӑн пекех кӗр тыррисене 1875 гектар апатлантарнӑ, 1571 гектар сӳреленӗ.  Ҫур тыррисем акма 4423 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ, 1288 гектарне культиваци тунӑ.    Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пурӗ 530 гектар урпа, 404 гектар тулӑ, 120 гектар сӗлӗ, 97 гектар викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, 10 гектар пӑрҫа («Рассвет» ЯХПК) акнӑ.  Ӗнерхи кун пуҫламӑшӗ тӗлне округри 13 хуҫалӑх акана пуҫӑннӑ. Ҫанталӑка кура ытти хуҫалӑхсенче те ҫӗр пиҫсе ҫитӗ, акакан агрегатсем хирсенче йышлансах пырӗҫ. Ремис Шарафутдинов, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.
Хирсем техника сассипе тулаҫҫӗ

Хирсем техника сассипе тулаҫҫӗ

Каҫсерен сивӗтсен те, кӑнтӑрла ҫанталӑк аванах ӑшӑ.  Ҫуркунне ҫӗр ӗҫченӗ кашни уяр кунпа усӑ курма тӑрӑшать.  «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫулсерен ирттерекен техосмотра апрелӗн 13-мӗшӗ тӗлне палӑртнӑ пулнӑ.  Хӑш-пӗр ҫулсенче ку вӑхӑтра юр та куҫран ҫухалса пӗтмест, кӑҫал вара курӑксем те ешерме пуҫланӑ.  Асӑннӑ хуҫалӑхри техника хире тухма та ӗлкӗрнӗ.  Вӗсене вара ӗҫ вӑхӑтӗнче тӗрӗслемелле пулчӗ.  Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С. Н. Кокарев, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р. М. Шарафутдинов, тракторсен юсавлӑх шайӗпе паллашнӑ май, механизаторсене ӗҫри техника хӑрушсӑрлӑхӗ пирки те аса илтерчӗҫ.   — Кӑҫал пирӗн 230 гектар ҫине ҫурхи тулӑ, 204 гектар урпа, 120 гектар сӗлӗ, 50 гектар вика, 104 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем акса хӑвармалла.  Вӗ
Конкурса хутшӑнӑр

Конкурса хутшӑнӑр

«Эпӗ — хӗрарӑм» республикӑри конкурс пуҫланчӗ.  Ӑна 2021 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.  Икӗ ҫул хушшинче конкурса пине яхӑн хӗрарӑм хутшӑннӑ.  «Халӑх тӗрӗслевӗ» портал ҫинче сасӑлав валли 766 видеоролик вырнаҫтарнӑ.  Вӗсене компьютерпа усӑ куракан  ҫур миллиона яхӑн ҫын пӑхнӑ, 90 пин ҫын сасӑланӑ.  Кӑҫал конкурс номинацийӗсен шучӗ ӳснӗ.  Халӗ вӗсем вуннӑ.  Конкурс йӗркелӳҫисем ҫамрӑксене, бизнесри хӗрарӑмсене, ҫавӑн пекех кил хуҫи хӗрарӑмӗсене, нумай ачаллӑ амӑшӗсемпе пенсионерсене уйрӑм категорисене уйӑрнӑ.  Халӗ заявкӑсем тӑратма та ытларах вӑхӑт параҫҫӗ.  Вӗсене 2023 ҫулхи апрелӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.   Конкурса хутшӑнас тесен заявка ҫырмалла тата видеоролик ӳкермелле.  Видеоролик икӗ минутран ытла пулмалл