Понедельник, 20 мая

«Тӳрӗ линие» нумай ыйту килнӗ

«Тӳрӗ линие» нумай ыйту килнӗ

Мартӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра  пурӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравлас тӗллевпе 16-мӗш хут йӗркеленӗ «Тӳрӗ лини» иртрӗ. Тӳрӗ эфира пӗтӗмпе 1000 ытла ыйту килнӗ. Вӗсенчен вӑтӑрӑшӗ ҫине икӗ сехете пынӑ эфирта Олег Алексеевич хуравласа ӗлкӗрнӗ. Ыттисем те тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ.

Ыйтусем тӗрлӗ сферӑсене пырса тивеҫҫӗ — социаллӑ пурнӑҫа, пурӑнмалли тата коммуналлӑ ҫурт-йӗр хуҫалӑхне, сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, мобилизациленисен ҫемйисене пулӑшу парассине, строительствӑна, тирпей-илемпе экологие, тата ытти те. Шел пулин те, ытларахӑшӗ — муниципалитетсен шайӗнче вӑхӑтра татса паманскерсем. Вырӑнсенче пурӑнакансене ҫӳлтисем вӑхӑтра илтсен кун чухлӗ ыйту пулмалла мар пек туйӑнать. Пӗрлехи информаци кунӗсене шӑпах унта ҫынсем хӑйсен ыратӑвне, хуйхи-суйхине влаҫ патне ҫитерме пултарччӑр тесе ҫӗнетнӗ-ҫке. Тен, сӑлтавӗ вырӑнсенче  ыйтӑва татса памалли ҫул-йӗрпе меслетсене халӑха тепӗр чухне кирлӗ пек ӑнлантарса парайманнинче?

Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа иртнӗ «Тӳрӗ лини» пынӑ чухне Комсомольски ялӗнчи Кабалин микрорайонӗн ҫыннисем хӑйсене темиҫе ҫул канӑҫ паман шыв ыйтӑвне татса пама ыйтнӑ. Вӗсем ҫуртсене шыв япӑх  пынипе, унпа хӑш-пӗр чухне ҫӗрлесерен ҫеҫ усӑ курма пулнипе питӗ кӑмӑлсӑр.

Олег Николаев «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнчех Комсомольски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа ҫыхӑнса ыйтӑва уҫӑмлатма пикеннӗ. А.Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Кабалин тата Антонов микрорайонӗсенчи ҫуртсене шыв япӑх килме тытӑнни шыв башнинчи насус юрӑхсӑра тухнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна пула шывпа тивӗҫтерекен тытӑмри пусӑм ҫителӗксӗр, уйрӑмах ҫӳлти хутра пурӑнакансем патне шыв аран-аран ҫеҫ ҫитет. Юрӑхсӑра тухнӑ насуса темиҫе кун хушшинче ылмаштарнӑ. Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ ертсе пыракан ятарласа йӗркеленӗ комисси Кабалин микрорайонӗнче пурӑнакансем патне ҫитсе лару-тӑрӑва тӗрӗсленӗ, хваттерсенче халӗ шыв пуррине ҫирӗплетнӗ.

Шыв ыйтӑвӗ пӗрремӗш хут мар   микрорайон ҫыннисемшӗн ҫивӗч пулнине кура, халиччен те тӗрлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Тӗпчевсем шывпа тивӗҫтерессинчи кӑлтӑксем шыв башнисемпе пӑрӑхсем кивелнипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Малашне ҫакӑн евӗр чӑрмавсем ан пулччӑр тесе 2022 ҫулта Кабалин микрорайонӗнче хушма скважина йӗркеленӗ, хальхи вӑхӑтра ӑна хута ярас енӗпе ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кивелнӗ шыв пӑрӑхӗсен тытӑмне реконструкцилеме, Комсомольски ялӗнче шыв тасатакан станци вырнаҫтарма проект     хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме пурӗ 27 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *