Понедельник, 20 мая

Ашшӗ ҫулне малалла тӑсать

Ашшӗ ҫулне малалла тӑсать

Ача  хӑй мӗн килӗштерет, ҫавӑн патнех туртӑнать. Шурут вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ чухнех Василий Ложков техникӑна кӑмӑлланӑ.

Ҫакӑ унӑн ашшӗ, Анатолий Валентинович, «Урожай» колхозра тракторпа ӗҫленинчен те килнӗ пулӗ. Пӗчӗк  чухнех вӑл ашшӗ хӑватлӑ техникӑн рулӗ умӗнче ларса пынине ӑмсанса пӑхнӑ.  Ӳсерехпе вара ун ҫумӗнче хирте пӗрре мар ларса ҫӳренӗ. Пӗрремӗш хут руль шанса панине нихӑҫан та манмасть В.Ложков. Хӗвеллӗ те уяр ҫанталӑкчӗ ун чухне, хирте утӑ пуҫтаратчӗҫ. Кабинӑра пӑчӑ пулсан та, Вася ӑна сисмен, хӑйне чӑн-чӑн механизатор пек туйса  трактор тикӗс пытӑр тесе руле тӗрӗс пӑрса пыма тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтри арҫын ача туйӑмне нимӗнпе те виҫме ҫук пулӗ. Ун хыҫҫӑн Василий пӗрре мар хирте ӗҫлесе ашшӗне пулӑшнӑ, трактора юсанӑ чухне те юнашар пулнӑ. Техникӑн пайӗсем пирки ыйта-ыйта пӗлнӗ. Анатолий Валентинович ывӑлне тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, ӗҫе яланах пахалӑхлӑ тума хӑнӑхтарса пынӑ.  Ашшӗ вӗрентсе каланӑ сӑмахсене паянхи кун та манмасть Василий Анатольевич. Кулленхи ӗҫӗнче унӑн сӗнӗвӗсемпе канашӗсене яланах шута илме, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшать.

Шурут вӑтам шкулне пӗтерсен В.Ложков Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗн техникумне вӗренме кӗнӗ. Унта виҫӗ ҫул пӗлӳ пухнӑ. Тракторист, автомобиль водителӗн удостоверенийӗсене те ҫавӑнтах илнӗ. Ҫак вӗренӳ заведенийӗнче вӑл е ку техникӑн ӗҫлев пайӗсем пирки тулли пӗлӳ илнӗ. Ҫавӑнпа та Василий хӑй ӗҫлекен «хурҫӑ утӑн» ӑш-чиккине лайӑх пӗлсе тӑрать. Тепӗр чухне пӗрле ӗҫлекенсене те канаш-сӗнӳ пама пултарать.

Хальхи вӑхӑтра вӑл «Слава картофелю» агрофирмӑра тӑрӑшать. Ку предприятире Василий — пултаруллӑ ҫамрӑк механизаторсенчен пӗри. Иртнӗ ҫул «Джон Дир» тракторпа хирсенче культиваци тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, сухаланӑ, дисклӑ сӳресемпе тӑрӑшнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ашшӗ каланӑ сӗнӳсене яланах асра тытса пынӑ. Кӑҫалхи техника тӗрӗслевне вӑл хӑйне шанса панӑ трактора тӗплӗ хатӗрленӗ.

«Паянхи тракторсен кабинисем ҫӑмӑл автомашинӑсеннинчен пӗрре те кая мар. ,ҫлеме пӗтӗм услови пур. Шӑрӑх пулсан кондиционер яма пулать, сивӗрех туйсан ӑшӑ паракан пускӑча ҫеҫ пусмалла. Кабинӑра ҫутӑ, тусан кӗмест, пур операцие тума та хатӗрсем пур. Ӗҫленӗ вӑхӑтра хӑвна хӑтлӑ пӳлӗмре ларса пынӑнах туятӑн», — каласа парать вӑл. Механизатор кабинӑна уринчи аттине хывса кӗнинчен тӗлӗнтӗм. Иртнӗ ӗмӗрте ҫӗрӗн-кунӗн хирте тӑрӑшнӑ трактористсем ҫак хӑтлӑх пирки тӗлленме те пултарайман. В.Ложкова ҫамрӑксем предприятисене тракторсем ҫинче ӗҫлеме килменни тӗлӗнтерет. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ техника ҫинче ҫеҫ мар, хамӑрӑн «хурҫӑ ут» ҫинче те ӗҫлеме пур условисем те лайӑх.

Василий Ложков ҫамрӑк-ха, агрофирмӑра 3 ҫул ҫеҫ тӑрӑшать. Апла пулин те коллективра ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ашшӗн ҫулне суйласа йӑнӑшман, ӑна тӳрӗ кӑмӑлпа, тӑрӑшуллӑ ӗҫпе малалла тӑсать.

«Слава картофелю» агрофирмӑра хӑш-пӗр тракторсем хире тухнӑ ӗнтӗ. Кӗҫех В.Ложков та ӗҫе пуҫӑнӗ. Хӑйне шанса панӑ техникӑна тухӑҫлӑ ӗҫлеттерсе, кӑҫал акмалли-лартмалли ҫӗрсене хатӗрлесе панӑ ҫӗрте тӑрӑшӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *