Понедельник, 20 мая

Манӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗм

Манӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗм

Вӗрентекен!

Санӑн яту умӗнче

Ирӗк парсамччӗ пуҫ тайма.

(Н.А.Некрасов).

…Вӗрентекен! Ҫак сӑмах чӗрене питӗ ҫывӑх та хаклӑ. Эпир унра ӑнлану, юрату, ҫирӗплӗх, ӑшӑлӑх, тимлӗх куратпӑр. Ҫӗр ҫинче тӗрлӗ ӗҫ хушшинче вӗрентекен профессийӗ уйрӑмах ҫӳлти вырӑнта тӑрать тесе шутлатӑп.

Учитель кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче кирлӗ йӗр хӑварать, мӗншӗн тесен вӑл пире вулама-ҫырма ҫеҫ мар, пӗчӗкрен лайӑх та  тӳрӗ кӑмӑллӑ, тӗрӗс те йӗркеллӗ ҫын пулма вӗрентет,  професси  суйласа илме пулӑшать, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларать.

Ҫӗр ҫинче питӗ нумай професси, шутласа пӗтерме те ҫук. Кирек хӑшне суйласа илсен те, пӗрремӗш вӗрентекене нихҫан та манмалла мар, яланах асра тытмалла тесе шутлатӑп. Вӑл анне пек ҫывӑх пулмалла, унпа чуна уҫса калаҫма та, йывӑр чух пулӑшу ыйтма та, савӑнӑҫа пӗрле пайлама та май пултӑр.

Иккӗмӗш анне — учитель

Пӗчӗк чух алне парса,

Ас тӑватӑп, илсе кӗчӗ

Ҫутӑ та таса класа.

Паянхи кун аса илетӗп,

Е мухтатӑп сӑвӑра,

Чӗререн эп хисеплетӗп,

Тав тӑватӑп пуҫ тайса.

Н.Степанова.

Манӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗм, юратнӑ учитель — София Семеновна Кутузова. Шел пулин те, вӑл вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Ҫапах та унӑн ҫутӑ сӑнарӗ халӗ те куҫ умӗнче. Класа ҫирӗппӗн утса кӗрсе  урок пуҫлани, кашни ачапа хӑй евӗрлӗ пулни, вӗсене ӑнланни, ҫирӗп ыйтни нихӑҫан та асран тухмасть. Унӑн ӑслӑ та ырӑ сӑмахӗсем халӗ те хӑлхара янӑраса тӑраҫҫӗ. Уроксенче яланах тимлӗ итлесе лараттӑмӑр. Класра 29 ача пулнӑ пирӗн, ҫапах та София Семеновна урок ӑнлантарнӑ чух шӑна вӗҫни илтӗнсе тӑратчӗ. «Вӗренӳре йывӑр пулсан та, пурнӑҫра ҫӑмӑл пулӗ», — тетчӗ вӑл.

Пӗрремӗш вӗрентекене ырӑпа аса илес килет, мӗншӗн тесен вӑл пире ӑнланманнине ӑнланма, пӗлменнине пӗлме пулӑшнӑ, ҫынпа хамӑра мӗнле тытмаллине, аслисене хисеплеме вӗрентнӗ.

Манӑн вӗрентекенӗм юрлама та, сӑвӑ калама та питӗ ӑстаччӗ. Ӑна ял халӑхӗ те                         хисеплетчӗ, сума сӑватчӗ. Халӗ те, вӑл пирӗнпе ҫук пулсан та, ун ҫинчен ырӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ.

Пӗчӗк чухне хамӑр урамри ачасемпе «шкулла» выляттӑмӑр. Эпӗ яланах учитель пулма тӑрӑшаттӑм. София Семеновна пек пулас тесе,  унӑн сӑмахӗсемпе калаҫма тӑрӑшаттӑм. Юлташсемпе пуҫтарӑнсан халӗ те ҫав вӑхӑтсене аса илетпӗр.

Юратнӑ учителе хисепленипех пулӗ, эпӗ те пуҫламӑш классене вӗрентекен пулас тесе ӗмӗтленеттӗм. Йӳҫ Шӑхалӗнчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен Канашри педагогика училищинче ятарлӑ пӗлӳ илтӗм, ӗҫлеме пуҫларӑм. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах, куҫӑмлӑ майпа, Шупашкарти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухрӑм. Вӗренӳ тытӑмӗнче 35 ҫул ытла вӑй хуратӑп. Хам ҫак профессие суйласа илнӗшӗн пӗрре те кулянмастӑп. Хӑвӑн ӑс-тӑнна, пӗлӗвне, пултарулӑхна ыттисене парнелени сӑваплӑ ӗҫ тесе шутлатӑп.

Мария АЛЕКСЕЕВА,

Александровка тӗп шулӗн вӗрентекенӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *