Воскресенье, 19 мая

Механизаторсем хире тухаҫҫӗ

Механизаторсем хире тухаҫҫӗ

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче техосмотрсем малалла пыраҫҫӗ. Апрелӗн 3-мӗшӗнче черетлӗ тӗрӗслев «Искра» колхозра иртрӗ.

Ку хуҫалӑх округра ҫӗр ӗҫ  технологине ҫирӗп  пӑхӑнса ӗҫлекен, ҫулсеренех уй-хиртен тухӑҫлӑ продукци илекенсенчен пӗри. Ҫителӗклӗ таран пахалӑхлӑ выльӑх апачӗ хатӗрлени фермӑн кӑтартӑвӗ ҫине те лайӑх витӗм кӳрет. Кунта ҫулсеренех ял хуҫалӑхӗн ҫӗнӗ машинисем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама май парать. Кӑҫалхи техосмотра тӑратнӑ 10 тракторпа 6 прицеп тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ. Комисси тупса палӑртнӑ вак-тӗвек кӑлтӑксене механизаторсем ҫийӗнчех пӗтерчӗҫ. Ҫак кунах хуҫалӑхри «хурҫӑ утсем» нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма хире тухрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑнах сӳрелеме те пуҫлаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра ҫӗрсем иртерех пиҫсе ҫитеҫҫӗ, кӗҫех хирсенче ытти тракторсен сассисем те илтӗнме пуҫлӗҫ.

Хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ Т.Л. Мартынова каланӑ тӑрӑх, кӑҫал 100 гектар тулӑ, 290 гектар урпа, 30 гектар сӗлӗ, 88 гектар вика акма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех 100 гектар куккурус, 88 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем пулмалла. Иртнӗ ҫул 76 гектар ҫине акса хӑварнӑ кӗр тыррисем аван хӗл каҫнӑ. Колхоз ака-суха ӗҫӗсене хатӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр пиҫессе ҫеҫ кӗтеҫҫӗ.

— Хирти ӗҫ тухӑҫлӑхӗ техника мӗнле ӗҫленинчен нумай килет. Ҫавӑнпа та хӑвӑра шанса панӑ тракторсене кашни кунах пӑхса тӑни кирлӗ. Ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлас тесе васкасан та, хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла, — терӗ патшалӑх техника надзорӗн округри тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев. «Искра» колхоз  председателӗ А.Н.Зайцев ун сӑмахне малалла тӑсса техника хӑйне пӑхса тӑнине юратнине палӑртрӗ. Механизаторсене ҫуракинче тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫусем сунчӗ. Муниципаллӑ округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов «Искра» хуҫалӑх ӗҫче-нӗсем яланах пултаруллӑ пулнине, кӑҫал та ака-суха ӗҫӗсене пахалӑхлӑ ирттерсе ярасса шаннине каларӗ.

Ҫанталӑк кунран кун ӑшӑтса пырать. Кӗҫех хирсем трактор-машина шавӗпе тулӗҫ.

х   х   х

«Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн территорийӗнче техосмотра тӑратнӑ тракторсене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра ҫанталӑк аванах ӑшӑтрӗ, хӗвелӗ те хӗртет. Ҫакӑ ҫӗрсем майӗпен пиҫсе ҫитнине, кӗҫех хирте ӗҫсем пуҫланасса пӗлтерет. Ку хуҫалӑхра чӑннипе тракторсем хире тухнӑ та ӗнтӗ. Апрелӗн 4-мӗшӗнче нумай ҫул  ӳсекен курӑксене сӳрелеме пуҫланӑ.

Комисси кунта «Дружба» ЯХПК, «Сюрбеево» ООО, Мансуровӑн фермер хуҫалӑхӗнчи тракторсен юсавлӑхне тӗрӗслерӗ. Вӗсенче пуринче те ҫӗнӗ те хӑватлӑ техника. Механизаторсем опытлӑ, хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпах пулӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пысӑк кӑлтӑксем палӑрмарӗҫ. Техосмотра тӑратнӑ пур тракторпа прицепсем те ун витӗр ӑнӑҫлӑ тухрӗҫ.

Кӑҫал «Дружба» кооперативӑн 800 яхӑн гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑвармалла. 80 гектар ҫӗрулми лартма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех куккурус, рапс туса илес тӗллевлӗ. Пӗлтӗр 200 гектар ҫине акса хӑварнӑ кӗр тыррисем лайӑх хӗл каҫнӑ, илемлӗн ешереҫҫӗ. Вӑрлӑх йӑлтах кондицие ларнӑ, вӗсене имҫамласа акаҫҫӗ. Ҫураки тапхӑрӗнчи ҫак тата ытти тӗллев-сем ҫинчен каласа пачӗ «Дружба» ЯХПК тӗп агрономӗ А.Н.Яковлев.

Техосмотр хыҫҫӑнхи канашлура яланхи пекех ытларах ӗҫ сыхлавӗ, техника хӑрушсӑрлӑхӗ пирки калаҫу пулчӗ. Хирте механизатор пӗччен анчах ӗҫлемест, ака вӑхӑтӗнче пулӑшакан ҫынсем пулаҫҫӗ. Трактористсем хӑйсем те тепӗр чухне хӑрушсӑрлӑхӑн ансат правилисене пӑхӑнмаҫҫӗ. «Инкек куҫа курӑнса килмест»,   —  палӑртрӗҫ сӑмах илекенсем. Патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ С.Н.Кокарев, Р.М.Мансуров ертӳҫӗ, муниципалитет округӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М.Шарафутдинов, «Дружба» хуҫалӑхӑн тӗп инженерӗ Р.Г.Мухутдинов механизаторсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче тӑрӑшса вӑй хума, палӑртнӑ ӗҫсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *