Понедельник, 20 мая

Субботнике тухрӗҫ

Субботнике тухрӗҫ

Хирти Шӑхасан ялӗнчи Садовая урамӑн пӗр вӗҫӗнче вакӑ  чул сарнӑ ҫул япӑхланса ҫитнӗччӗ. Лидия Васильевна Наумовӑпа Игорь Васильевич Агафонов пуҫарнипе асӑннӑ урамра пурӑнакан пенсионерсем ҫула юсама тухрӗҫ. Вӗсем кивӗ лаша вити вырӑнӗнчи кирпӗч юлашкисене Владимир Автономов тракторӗ ҫине тиесе килсе ҫула аванах тирпейлерӗҫ. Валентинӑпа Анатолий Автономовсем, Елена Ефремова, Валентина Макарова, Вера Захарова, Анатолий Соловьев тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Вӗсене Петр Автономов рабочи, Станислав Борисов, Эвелина Гамидова шкул ачисем пулӑшрӗҫ.

Ҫак урамра пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, 87 ҫулхи Клавдия Николаевна Акчурина пархатарлӑ ӗҫшӗн пурне те тав турӗ, тутлӑ кучченеҫпе хӑналарӗ.

Сергей СОКОЛОВ,

Хирти Шӑхасан ялӗн старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *