Понедельник, 20 мая

Тавралӑха ҫӳп-ҫапран тастарӗҫ

Юр кайса пӗтнӗ хыҫҫӑн тавралӑхра хӗл каҫа пуҫтарӑннӑ тасамарлӑх тухать. Ял ҫынни мӗн авалтанах пӑртак ҫӗр типшӗрсен  кил-ҫурт таврашне, пахчасене ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.

Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем те ҫак кунсенче йӑлана кӗнӗ субботника тухрӗҫ. Яла пырса кӗрекен урама, клуб умӗпе пахчине, плотина хӗрринчи вырӑна тасамарлӑхран пуҫтарса тирпей-илем кӗртрӗҫ. Пурте тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Ушкӑнпа вӑй хурсан вӑхӑчӗ те хӑвӑрт шӑвать, ӗҫ калӑпӑшӗ те ӳссех пырать. К.Тихонова, Н.Коновалова, И.Чукмарева, Л.Тихонова, Е.Петрова, Ю.Васильев, А.Петров тавралӑха илемлӗх сӑнӗ кӗтӗр тесе чунтанах тӑрӑшрӗҫ. Ҫырма хӗрринчи ӗҫсене Н.Павловапа А.Васильев кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ.

«Пӗрлӗхре — вӑй», — тесе ахальтен каламан. Ял илемӗшӗн тӑрӑшасси унта пурӑнакан кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ пулмалла. Малашне те ҫынсем ушкӑн ӗҫне хастар хутшӑнасса шанса тӑратӑп.

Людмила Тихонова,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *