Понедельник, 20 мая

Пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхма пулӑшнӑ

Пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхма пулӑшнӑ

Ялсенчи шкулсенче вӗренекенсене иртнӗ ӗмӗрте тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех мӗн  пӗчӗкрен ӗҫе юратма хӑнӑхтарса ӳстернӗ. Ҫуллахи каникул кунӗсенче шкул пахчисенче, колхоз  хирӗсенче тӑрӑшнӑ вӗсем, ҫав вӑхӑтрах выляса савӑнма та вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнӑ.

Ҫакна историллӗ документсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Акӑ, 1965 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫатра КПСС райкомӗн ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен пайӗн секретарӗн Г.Павловӑн тата А.Артюшкинӑн статйи пичетленнӗ. Унта Асанкасси вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем биологи учителӗ Н.Ронина ертсе пынипе пушӑ выртакан ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче опытлӑ участок йӗркелени пирки каласа панӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел (биологи учителӗ В.Смирнов), Комсомольски вӑтам шкулӗсем ҫумӗнче чаплӑ улма-ҫырла сачӗсем чӗртнине палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнче ҫутҫанталӑка сыхлас  ыйтупа радиопередачӑсем иртнине, тӑван тӑрӑхпа тӗплӗнрех паллашма час-часах экскурсине тухнине пӗлтернӗ.

Ҫав ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫатрах Комсомольски вӑтам шкулӗн директорӗ К.Парфеньева тата Киров поселокӗнчи пуҫламӑш шкул учителӗ А.Артюшкин «Лагерь труда и отдыха» статьяра  виҫӗ ҫул ӗҫпе кану лагерӗ ӗҫлени пирки ҫырса кӑтартнӑ. Виҫӗ сменӑра (кашни вуншар куна пынӑ) лагерьте 100 ытла ача, вӗсемпе пӗрле 25 вӗрентекен пулнӑ. Унта 5—7 классенче вӗренекенсем пурӑннӑ. Ӳсӗм ҫулне кура хӑйне евӗр режим тунӑ. Арҫын ачасемпе хӗр ачасен ҫывӑрмалли уйрӑм  пӳлӗмсем пулнӑ. Вӗсене классенче йӗркеленӗ.

Пӗрремӗш сменӑра ачасем Ленин ячӗллӗ колхозӑн 4 гектар ҫинчи выльӑх кӑшманӗн уйне ҫумкурӑкран тасатнӑ, шкул садӗнче ӗҫленӗ. Ачасем пурӗ 217 ӗҫ кунӗ тунӑ. Иккӗмӗш смена та интереслӗ иртнӗ. Ачасем, ӗҫленипе пӗрлех, кӑмӑл туличчен ушкӑнпа каннӑ, культурӑллӑ мероприятисене, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Вӗренекенсен лагерьти пурнӑҫне интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе Л.А.Карсакова, Т.Д.Карпеева, М.И. Никулина, Е.Ф.Захарова, А.А.Андреева, Е.А.Пушкарева, П.П.Лукин воспитательсем нумай вӑй хунӑ. Виҫҫӗмӗш сменӑра лагерьти ӗҫсене Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ М.В.Глухова, З.И.Долгова, Т.С.Антонова,    Л.Г.Быкова тата ытти  вӗрентекенсем йӗркелесе пынӑ.

 Ҫак документсене мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? Вӑл вӑхӑтри педагогсем ачасем  яваплӑха, тӑрӑшулӑха, пултарулӑха ӗҫ урлӑ вӗренсе пыччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Шкул ҫумӗнчи хушма хуҫалӑхсен ҫӗрӗсем ҫинче, пахчасенче ӗҫлеме майсем туса панӑ. Ҫакӑншӑн вӑл вӑхӑтра ача пулнӑ, халӗ ӳссе ҫитӗнсе аслӑ ҫулсене ҫитнӗ ҫынсем вӗрентекенсене ӳпкелемеҫҫӗ, тав сӑмахӗ калаҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхни вӗсене кулленхи пурнӑҫӗнче пысӑк пулӑшу панине палӑртаҫҫӗ.

Валентина Шингалова,

округӑн архив секторӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *