Суббота, 27 апреля

Публикации

Кӑмӑлласа курчӗҫ, алӑ ҫупса тав турӗҫ

Кӑмӑлласа курчӗҫ, алӑ ҫупса тав турӗҫ

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр культура ҫуртне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртрӗ. Малтанах мероприятие килнисем «Ал ӑстисен илемлӗх тӗнчи» куравпа, «Династия овощеводов», «Ӗнер. Паян. Ыран» фотовыставкӑпа, «Чун юратнӑ Тӑван ен» кӗнеке выставкипе кӑмӑлласа паллашрӗҫ. Ӗлӗкхи япаласенчен йӗркеленӗ «Чӑвашӑн ылтӑн ҫӳпҫи» кӗтес те пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Малтанах пуҫтарӑннисем умӗнче Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Кузьмин сӑмах илчӗ. Вӑл Хирти Мӑнтӑр, Йӑлмахва, Кайнлӑк ялӗсен историйӗсем пирки кӗскен чарӑнса тӑчӗ, «Знамя» колхозра ҫав ялсенче пурӑнакан чӑвашсемпе тутарсем пӗрле килӗштерсе ӗҫлени пирки асӑнчӗ. Юлашки ҫулсенче пуҫаруллӑ проектсемпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллашта
Сцена ҫинче – маттур хӗр пӗрчисем

Сцена ҫинче – маттур хӗр пӗрчисем

Апрелӗн 16-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче ача сачӗсене ҫӳрекенсем хушшинче «Мини-мисс «Ача сачӗ — 2024» муниципаллӑ конкурс иртнӗ. Ӑна ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ. Конкурса Комсомольскинчи, Урмаелӗнчи ача сачӗсене, Ҫӗнӗ Мӑрат тата Шурут вӑтам шкулӗсем ҫумӗнчи кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнсене ҫӳрекен 6—7 ҫулсенчи хӗр ачасем хутшӑннӑ. Мероприятие пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, лайӑх кӑмӑлпа, пысӑк хавхаланупа конкурсра пултарулӑхне кӑтартса пама суннӑ. Сцена ҫине тухакан кашни хӗр пӗрчи хӑй ҫинчен, мӗнпе интересленни ҫинчен каласа панӑ, артистла пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ, «Дефиле» конкурсра хӑйне сцена ҫинче мӗнле тытма пӗлнине кӑтартнӑ. Жюри членӗсем кашни конкурсант хӑйне май талантлӑ та илемлине палӑртнӑ, вӗсене тӗрлӗ
Ӗҫре яланах типтерлӗ пулнӑ

Ӗҫре яланах типтерлӗ пулнӑ

Пирӗн хушӑра пурӑнакан, ҫӳрекен ҫынсем хушшинче ӗмӗрӗпех ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва кайнисем сахал мар. Вӗсен правительствӑн пысӑк наградисем ҫук, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки мухтанма юратмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пурнӑҫри кулленхи хӗвӗшӳре ун пек ҫынсене асӑрхамастпӑр та. Вӗсем вара чыс-хисепе тивӗҫлӗ. Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Г.И. Черновӑн пурнӑҫӗ Хусанти авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӑй суйласа илнӗ специальноҫпа ӗҫлесе кайнӑ пулсан мӗнле пулса тухатчӗ-ши? Ҫакна халӗ никам та каласа параймасть пулӗ. Шӑпа Елчӗк ачине вара Комсомольски районӗпе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ. Ҫартан таврӑнсан вӑл 1976 ҫулта пирӗн районти «Сельхозтехника» предприятие ӗҫе кӗрет. Институтра  авиаципе ҫыхӑннӑ инженер-технолог дипломне илнӗскерӗн ял хуҫалӑх техникипе ӗҫлеме тивет. Малтан вӑл ҫӗнӗ тех
Хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ

Хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ

Округри вӗрентекенсем ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех хӑйсем те вӗренеҫҫӗ. Тӗрлӗ шкулсенче пулса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ,  ҫӗнӗлӗхсене алла илме тӑрӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Александровка тӗп шкулӗнче историпе обществознани предметне вӗрентекенсен методика фестивалӗ иртрӗ. Ирех шкул патне округ центрӗнчен автобус ҫитсе чарӑнчӗ. Унпа муниципаллӑ округри тӗрлӗ шкулсенчи историксем килсе ҫитрӗҫ. Хӑнасене шкул директорӗн ҫумӗ С.В.Антонов хапӑл туса кӗтсе илчӗ, малтанах шкул историйӗпе, пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Ун хыҫҫӑн вӗрентекенсем классене ҫул тытрӗҫ, уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ. Кашниех хӑйӗн темине туллин уҫса пама тӑрӑшрӗ. Тӗрлӗ методикӑпа усӑ курса  ачасене те вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнтерчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра пур педагог та информациллӗ технологисемпе анлӑ усӑ курма вӗренсе ҫитнӗ. Кунта та ҫапла
Пӗрлехи информаци кунӗ пулать

Пӗрлехи информаци кунӗ пулать

Апрелӗн 17-мӗшӗнче республикӑра, вӑл шутра пирӗн округра та черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртет. Халӑхпа тӗл пулнӑ чухне ҫак ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ: 2024 ҫулхи ҫуллахи — ҫуркуннехи  пушар хӑрушлӑхӗ вӑйлӑ тапхӑрта Чӑваш Республикинче вут-кӑвартан асӑрханассине йӗркелесси; ҫул-йӗр шайӗ тата муниципалитет, республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттересси. Информаци кунӗнче халӑха та харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнӗҫ.
Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ

Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ

Апрелӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинче Хӗрес ҫул ҫӳревӗ иртнӗ. Унта Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, округри чиркӳсен настоятелӗсем, турра ӗненекенсем чылайӑн хутшӑннӑ. Ӑна Вознесение Господне  храмӑн настоятелӗ Сергий Скворцов ертсе пынӑ. Турӑшсем тытса, турӑ юррисем юрласа вӗсем Канашская урамран Комсомольская урама пӑрӑнса кӗнӗ,  «Ҫӗрпӳ — Ульяновск» А-151 федераллӑ трасса ҫине тухнӑ. Комсомольски вӗҫӗнче хӗресленнӗ вырӑнта молебен ирттернӗ, ӑна сӑвапланӑ. Кунта юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах автоаварисем пулаҫҫӗ. Ӑна сӑваплани инкек пулмасса шанаҫҫӗ. Малалла Хӗрес ҫулҫӳревне хутшӑнакансем Заводская урампа утса иртсе чиркӗве таврӑннӑ. (ХАМӐР ИНФ.).
Ҫӗр хисепленине юратать

Ҫӗр хисепленине юратать

Кӑҫал ҫуркунне ҫитни сисӗнмерӗ те. Юр вӑйлӑ шыв пулса  юхмасӑрах куҫран ҫухалчӗ.  Тавралӑх шурӑ тӗсе хурипе улӑштарнӑ вӑхӑтра ҫӗр ӗҫченӗшӗн хӗрӳ вӑхӑт пуҫланать. Акӑ, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнче техосмотр иртрӗ те каҫкӳлӗм тракторсен пӗр ушкӑнӗ хире тухрӗ. Вӗсен йышӗнче Павел Долгов та «хурҫӑ учӗ» хыҫне удобрени сапмалли агрегат ҫаклатса уя васкарӗ. Чун-чӗререн, пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлерӗ вӑл ҫак кун хирте. 30 ытла ҫул ҫуракине хутшӑнать пулин те Павел Ивановичшӑн кашниех хумхануллӑ самант. Мӗншӗн тесен, ҫӗрӗ ҫавах пулсан та ҫанталӑкӗ тӗрлӗ ҫул тӗрлӗрен. Вӑл механизаторсем умне кӑткӑслӑхсем те, йывӑрлӑхсем те кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа та ҫӗр ӗҫченӗн пурин патне те хатӗр пулмалла. Павел Ивановичӑн ҫурхи ака-суха ӗҫӗнче тӗп вырӑнта ҫӗрулми уйӗнче ӗҫлесси пулса тӑр
Тирпей-илем кӗртме тухнӑ

Тирпей-илем кӗртме тухнӑ

Юр кайса пӗтнӗ хыҫҫӑн хӗл каҫа пуҫтарӑннӑ пӗтӗм тасамарлӑх ҫиеле тухать. Ҫавӑнпа та ҫӗр пӑртак типшӗре пуҫласанах округра пурӑнакансем хӑйсем пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртме пуҫларӗҫ. Иртнӗ эрнере палӑртнӑ субботнике чылай ҫӗрте хастар хутшӑнчӗҫ.  Округ центрӗнчи предприяти-организацисенче, учрежденисенче тӑрӑшакансем ӗҫ тумӗсем тӑхӑнса урамсене, садсемпе парксене тасатма тухрӗҫ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене тата ытти паллӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ палӑксен ҫывӑхӗсене те илемлӗх кӗртрӗҫ. Автоҫулсен айккисенчи ҫӳп-ҫапа та пуҫтарчӗҫ. Ку ӗҫ территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те пулса иртнӗ.
Ай, ташлар-и ташшине!

Ай, ташлар-и ташшине!

Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ-ҫемӗпе, илемлӗ ташӑсемпе, ачасен хаваслӑ куллисемпе тыткӑнланӑ апрелӗн 12-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртнӗ «Сельский перепляс — 2024» конкурс-фестиваль. Унта округри ача сачӗсенче, шкулсенче тата хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче пӗлӳ илекенсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Фестиваль-конкурса уҫса Комсомольски муниципаллӑ округ администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова ачасене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, педагогсене пултарулӑх конкурсне хатӗрленсе килнӗшӗн тав тунӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ. Конкурс тӑватӑ ӳсӗмре 6 номинаципе, ҫав шутра «Бал ташши», «Халӑх ташши», «Стилизациленӗ халӑх ташши», «Эстрада ташши», «Ача-пӑча ташши», «Тематикӑлла ташӑ» — иртнӗ. Пурӗ 39 коллектив хӑйсен пултарулӑхне

Ҫӗре юратма пулӑшӗ

Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнинех ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси ҫывӑх. Ҫитӗнекен ӑру та пирӗн асаттесем вӑй хунӑ ҫӗртен уйрӑлса ан кайтӑр, мӗн пӗчӗкрен ӑна юратма хӑнӑхтӑр тесе «Вӗренӳ» наци проекчӗпе «Кашнин валли ҫӗнӗ майсем» федераллӑ проект ӗҫе кӗрсе пырать. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче округри тӑваттӑмӗш агролаборатори уҫӑлнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хаваспах ача садӗнче ӗҫлекенсемпе, унти ачасемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ. Кунта шӑпӑрлансене ял хуҫалӑхӗпе, ҫӗр ӗҫӗпе пӗрремӗш утӑмсем тума пур условисем те туса панӑ. Агролабораторире тӗпчевсем, сӑнавсем ирттермелли, вӗренмелли, пӳлӗмре ӳсен-тӑрансем ӳстер