Вторник, 30 апреля

Ҫӗр хисепленине юратать

Ҫӗр хисепленине юратать

Кӑҫал ҫуркунне ҫитни сисӗнмерӗ те. Юр вӑйлӑ шыв пулса  юхмасӑрах куҫран ҫухалчӗ.  Тавралӑх шурӑ тӗсе хурипе улӑштарнӑ вӑхӑтра ҫӗр ӗҫченӗшӗн хӗрӳ вӑхӑт пуҫланать.

Акӑ, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗнче техосмотр иртрӗ те каҫкӳлӗм тракторсен пӗр ушкӑнӗ хире тухрӗ. Вӗсен йышӗнче Павел Долгов та «хурҫӑ учӗ» хыҫне удобрени сапмалли агрегат ҫаклатса уя васкарӗ. Чун-чӗререн, пӗтӗм кӑмӑлтан ӗҫлерӗ вӑл ҫак кун хирте. 30 ытла ҫул ҫуракине хутшӑнать пулин те Павел Ивановичшӑн кашниех хумхануллӑ самант. Мӗншӗн тесен, ҫӗрӗ ҫавах пулсан та ҫанталӑкӗ тӗрлӗ ҫул тӗрлӗрен. Вӑл механизаторсем умне кӑткӑслӑхсем те, йывӑрлӑхсем те кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа та ҫӗр ӗҫченӗн пурин патне те хатӗр пулмалла.

Павел Ивановичӑн ҫурхи ака-суха ӗҫӗнче тӗп вырӑнта ҫӗрулми уйӗнче ӗҫлесси пулса тӑрать пулин те вӑл «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартма вӑхӑт ҫитиччен чылай ҫӗрте тӑрӑшма ӗлкӗрет. Акӑ, кӑҫал нумай ҫул ӳсекен курӑксене, кӗр тыррисене апатлантармалла, сӳрелемелле. Вӗсен звени халӗ ҫав ӗҫсенче тӑрӑшать. Каярахпа вара П.Долгов механизатор ҫӗрулми уйӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Йӑрансене кӑпкалатать, имҫам сапать… Ҫапла мӗн кӑларса пӗтеричченех «иккӗмӗш ҫӑкӑр» уйӗнчен тухма пӗлмест.

Хирти Явӑш вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсен аттестатпа пӗрле вӑл тракторист-машинист удостоверенине те алла илет. «Шкултах права илме май пурри питӗ лайӑх. Темшӗн пӑрахӑҫларӗҫ ҫав ырӑ япалана. Паянхи кунччен вӗрентнӗ пулсан, тен, тракторист кадрӗсем енчен те проблемӑсем пулман пулӗччӗҫ», — тет вӑл.

Павел Долгов 1987 ҫултанпа «Дружба» хуҫалӑхра тӑрӑшать. Унтанпа мӗнле такторпа ҫеҫ ӗлеме май килмен пулӗ унӑн: Т-40, МТЗ, ДТ, Т-150… Кирек мӗнле техника шанса парсан та ӑна тухӑҫлӑ ӗҫлеттерес тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑй хуман, ун уринчи атӑ ярса пусман хир ҫук пулӗ хуҫалӑхра. Техникӑна юсавлӑ тытсан ӗҫ тухӑҫлӑхӗ  ӳснине аван ӑнланать вӑл. Шанса панӑ ӗҫсене пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшать. Тӑрӑшулӑхне пула ҫитӗнӗвӗсем те килеҫҫӗ. 2019 ҫулта ӑна ял хуҫалӑхӗнче  нумай ҫул  тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ.

П.Долгов механизаторӑн ӗҫлес хавхаланӑвӗ пысӑк. Трактора яланах юсавлӑ тытать. Ҫӗр ҫинче ӑна юратса ӗҫлет.  Ҫӗр тата юрату сӑмахсем хӑшӗ-пӗришӗн  шайлашуллӑ мар пек туйӑнаҫҫӗ пулин те хура тӑпра пире тӑрантарнине туймасӑр ӗҫлесен унран пысӑк тухӑҫ илеймӗн. Ҫакна лайӑх ӑнланать Павел Иванович, ҫавӑнпа ҫӗр ҫинче яваплӑха туйса тӑрӑшать. Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *