Вторник, 30 апреля

Ай, ташлар-и ташшине!

Ай, ташлар-и ташшине!

Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ-ҫемӗпе, илемлӗ ташӑсемпе, ачасен хаваслӑ куллисемпе тыткӑнланӑ апрелӗн 12-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче иртнӗ «Сельский перепляс — 2024» конкурс-фестиваль. Унта округри ача сачӗсенче, шкулсенче тата хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче пӗлӳ илекенсем хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Фестиваль-конкурса уҫса Комсомольски муниципаллӑ округ администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова ачасене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, педагогсене пултарулӑх конкурсне хатӗрленсе килнӗшӗн тав тунӑ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Конкурс тӑватӑ ӳсӗмре 6 номинаципе, ҫав шутра «Бал ташши», «Халӑх ташши», «Стилизациленӗ халӑх ташши», «Эстрада ташши», «Ача-пӑча ташши», «Тематикӑлла ташӑ» — иртнӗ. Пурӗ 39 коллектив хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ. Жюри членӗсем номерсене хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ку ӗҫ пачах та ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен ачасем те, хореографсем те пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑ, конкурса тӗплӗн хатӗрленсе килсе   ҫӳллӗ шайри номерсемпе халӑх умне тухнӑ.

Чи пӗчӗккисем хушшинче тӗрлӗ номинацисенче Комсомольскинчи «Радуга» ача сачӗн «Солнцецветик» ансамблӗ, «Восходящие звездочки», «Веселый каблучок» ушкӑнӗсем, «Колосок» ача сачӗн «Колоски» ушкӑнӗ, Урмаелӗнчи «Лейсан» ача сачӗн «Идель» дуэчӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 7—9 ҫултисем хушшинче тӗрлӗ номинацисенче ача-пӑча искусство шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри структура уйрӑмӗн «Тевет» фольклор ансамблӗ, Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн «Островок» хореографи ансамблӗ (тӳрех икӗ номинацире) тата Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн «Росинка» ансамблӗ ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. 10—12 ҫултисем хушшинче Тукай Мишер вӑтам шкулӗн «Ровесники» ташӑ ушкӑнӗ, ача-пӑча искусство шкулӗн Чӗчкенти структура уйрӑмӗн «Дуслык» фольклор ансамблӗ, Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн «Островок» хореографи ансамблӗ, Александровка тӗп шкулӗнчи Ева Вершкова (соло) 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Тӑваттӑмӗш ӳсӗмре Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн «Добрянка» тата «Искорки» ансамблӗсем, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Росинка» ансамбль тата Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Асамат» ансамбль мала тухнӑ. «Бал ташши» номинацире Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 8 «к» класӗн бал ансамблӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Фестивалӗн гран-прине Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн 7 «к» класӗн бал ансамблӗ тивӗҫнӗ.

Фестиваль-конкурс ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Вӑл пирӗн округра хореографи искусствипе интересленесси тата та анлӑланса пынине, ҫӗнӗ талантсем кунран-кун нумайланнине кӑтартса панӑ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *