Вторник, 30 апреля

Ҫӗре юратма пулӑшӗ

Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнинех ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси ҫывӑх. Ҫитӗнекен ӑру та пирӗн асаттесем вӑй хунӑ ҫӗртен уйрӑлса ан кайтӑр, мӗн пӗчӗкрен ӑна юратма хӑнӑхтӑр тесе «Вӗренӳ» наци проекчӗпе «Кашнин валли ҫӗнӗ майсем» федераллӑ проект ӗҫе кӗрсе пырать.

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Колосок» ача садӗнче округри тӑваттӑмӗш агролаборатори уҫӑлнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хаваспах ача садӗнче ӗҫлекенсемпе, унти ачасемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ.

Кунта шӑпӑрлансене ял хуҫалӑхӗпе, ҫӗр ӗҫӗпе пӗрремӗш утӑмсем тума пур условисем те туса панӑ. Агролабораторире тӗпчевсем, сӑнавсем ирттермелли, вӗренмелли, пӳлӗмре ӳсен-тӑрансем ӳстермелли лаптӑксем пур.

Николай Никандровичпа Наталия Александровна садикре тӑрӑшакансемпе ачасене ӑнӑҫусем суннӑ. Агролаборатори пӗчӗккисене ҫӗр ӗҫӗн ансат вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме, ӳсен-тӑран мӗнле шӑтса тухса аталаннине хӑйсен куҫӗсемпе курса тӑма пулӑшӗ. Ҫакӑ вӗсен малашнехи пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *