Кӑмӑлласа курчӗҫ, алӑ ҫупса тав турӗҫ

Кӑмӑлласа курчӗҫ, алӑ ҫупса тав турӗҫ

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр культура ҫуртне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Кунта Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртрӗ.

Малтанах мероприятие килнисем «Ал ӑстисен илемлӗх тӗнчи» куравпа, «Династия овощеводов», «Ӗнер. Паян. Ыран» фотовыставкӑпа, «Чун юратнӑ Тӑван ен» кӗнеке выставкипе кӑмӑлласа паллашрӗҫ. Ӗлӗкхи япаласенчен йӗркеленӗ «Чӑвашӑн ылтӑн ҫӳпҫи» кӗтес те пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Малтанах пуҫтарӑннисем умӗнче Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Кузьмин сӑмах илчӗ. Вӑл Хирти Мӑнтӑр, Йӑлмахва, Кайнлӑк ялӗсен историйӗсем пирки кӗскен чарӑнса тӑчӗ, «Знамя» колхозра ҫав ялсенче пурӑнакан чӑвашсемпе тутарсем пӗрле килӗштерсе ӗҫлени пирки асӑнчӗ. Юлашки ҫулсенче пуҫаруллӑ проектсемпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ, малашнехи тӗллевсем пирки каларӗ.

 Пӗр ҫемьере 55 тата 50 ҫул килӗштерсе те юратса мӑшӑрлӑ пурӑнакан Светлана Васильевнӑпа Владимир Васильевич Албутовсене, Клавдия Семеновнӑпа Анатолий Иванович Зайцевсене юбилей медалӗсем парса чысларӗ. Ҫавӑн пекех ялсен обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакансене те  Хисеп грамотисемпе наградӑларӗ.

 Культура ӗҫченӗсем, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем, ялти ҫамрӑксем, юрра-ташша ӑста ытти ҫынсем сцена ҫине тухса куракансене интереслӗ номерсемпе савӑнтарчӗҫ. Залра ларакансем вӗсене хапӑлласа йышӑнчӗҫ, ялти артистсене чӗререн тав турӗҫ. Халӑх юрри-ташши те, кулӑшла сценкӑсем те,  сӑвӑсен вулавӗ те пулчӗ ҫак кун.

Уява килнисем тулли кӑмӑлпа килӗсене саланчӗҫ.

Валентина Данилова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *