Ӗҫре яланах типтерлӗ пулнӑ

Ӗҫре яланах типтерлӗ пулнӑ

Пирӗн хушӑра пурӑнакан, ҫӳрекен ҫынсем хушшинче ӗмӗрӗпех ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва кайнисем сахал мар. Вӗсен правительствӑн пысӑк наградисем ҫук, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки мухтанма юратмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пурнӑҫри кулленхи хӗвӗшӳре ун пек ҫынсене асӑрхамастпӑр та. Вӗсем вара чыс-хисепе тивӗҫлӗ.

Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Г.И. Черновӑн пурнӑҫӗ Хусанти авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн хӑй суйласа илнӗ специальноҫпа ӗҫлесе кайнӑ пулсан мӗнле пулса тухатчӗ-ши? Ҫакна халӗ никам та каласа параймасть пулӗ. Шӑпа Елчӗк ачине вара Комсомольски районӗпе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ. Ҫартан таврӑнсан вӑл 1976 ҫулта пирӗн районти «Сельхозтехника» предприятие ӗҫе кӗрет. Институтра  авиаципе ҫыхӑннӑ инженер-технолог дипломне илнӗскерӗн ял хуҫалӑх техникипе ӗҫлеме тивет. Малтан вӑл ҫӗнӗ техника инженерӗнче тӑрӑшать. Ку ҫулсенче районти «Сельхозтехника» вӑйлӑ аталанса пырать. Кунта ҫӗнӗ цехсем ӗҫе кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май оборудованисем нумай илсе килеҫҫӗ. Вӗсене цехсене вырнаҫтарса лартас енӗпе тӑрӑшать. 1970—80 ҫулсенче районти фермӑсене механизацилес ӗҫсем анлӑн пуҫланаҫҫӗ. Витесене шыв ӗҫтермелли, тислӗк кӑлармалли механизмсем вырнаҫтараҫҫӗ. Сӗт сӑвассине те аппаратсемпе пурнӑҫлама пуҫлаҫҫӗ. Георгий Иванович та ҫак енӗпе ӗҫсене йӗркелесе пырассипе тӑрӑшать. Шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать.

1990 ҫулсен тӗлнелле ҫӗршывра улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. «Сельхозтехника» предприяти умне те йывӑрлӑхсем тухса тӑраҫҫӗ, малтан тухӑҫлӑ ӗҫленӗ цехсем хупӑнма пуҫлаҫҫӗ. Г.Чернов хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухса Кӗҫӗн Каҫал тӗп шкулне вырнаҫать. Кунта вӑл завхоз тата ӗҫ предмечӗн учителӗ пулса ӗҫлеме пуҫлать. Ачасене йывӑҫран, тимӗртен тӗрлӗ япаласем ӑсталама хӑнӑхтарать, шкул хуҫалӑхне те тытса пырать. Вӑл вӑхӑтсенче ачасене шкултах ӗҫе хӑнӑхтарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Производство практикисем йӗркеленӗ. Шкулсенче станоксемпе ытти оборудованисем те пулнӑ. «Пирӗн Елчӗк вӑтам шкулӗнче строитель специальноҫне вӗрентетчӗҫ. Шкултан каменщиксем пулса тухрӑмӑр. Ҫак специальноҫа илни мана малашнехи пурнӑҫра нумай пулӑшрӗ», — тет Георгий Иванович. Парта хушшинче ларнӑ чухнех тракторист-машинист, водитель, ҫӗвӗҫ тата ытти специальноҫсене илме май пани ачасене шкул пӗтерсенех ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫма пулӑшнӑ. Пӗр вӑхӑтра шкулсенче ӗҫ урокӗсене пӗтерчӗҫ, профильлӗ уроксем ирттерме пӑрахрӗҫ те ял хуҫалӑхӗнче те, промышленноҫра та рабочи кадрӗсен ыйтӑвӗ ҫивӗч тухса тӑчӗ.

Ял ачи мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗ. Георгий Иванович та пӗчӗкренех каскалама хӑнӑхнӑ. Вӗсем 7 пӗртӑван ӳснӗ те, хӑй аллипе пысӑк та ирӗклӗ ҫурт туса унта пурӑнас килнӗ. Ӗмӗтне пурнӑҫлать вӑл. Капмар, икӗ хутлӑ ҫурт ҫӗклет. Унти ӗҫсен чылай пайне хӑй аллипе пурнӑҫлать. Ҫурт проекчӗ те  хӑйнеевӗр — стенасем хулӑн.

«Ҫуллахи отпуск вӑхӑчӗсенче эпир, учительсем, республика тулашне ӗҫлеме каяттӑмӑр. Георгий Иванович пирӗн прораб-бригадирччӗ. Яланах вӑл пире вӗрентсе пыратчӗ. Ӗҫе ячӗшӗн ан тӑвӑр. Хӑвӑра шабашниксем пек мар, чӑн-чӑн строительсем пек туйӑр. Ӗҫ сире савӑнӑҫ кӳтӗр, тетчӗ. Ҫакӑ вӑл кирек мӗнле ӗҫе те тӗплӗ тума хӑнӑхнине ҫирӗплетет», — каласа парать Кӗҫӗн Каҫал вӑтам шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ А.А.Яковлев.

Г.Чернов Комсомольскинчи «Кӗтне» ФСКра та пӗр вӑхӑт тӑрӑшнӑ. Кирек ӑҫта ӗҫлесен те вӑл хӑйне шаннӑ ӗҫе типтерлӗ тунипе палӑрса тӑнӑ.

Георгий Иванович 1974 ҫулта Елчӗк хӗрӗпе Лидия Михайловнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗ нумай ҫул районти тӗп больницӑри ача-пӑча уйрӑмӗнче медсестрара ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Черновсем 3 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Вӗсене 3 мӑнукӗ савӑнтарать.

Ҫак кунсенче Г.И.Чернов 75 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна ҫывӑх ҫыннисемпе, тӑванӗсемпе пӗрле Кӗҫӗн Каҫал тӗп шкулӗнче пӗрле ӗҫленисем те саламларӗҫ. Туслӑ ӗҫленӗ коллектив нумай вӑхӑт иртсен те ӗҫтешӗсене манмасть. Пӗрле ӗҫленисем Георгий Ивановича паянхи кун та ырӑпа аса илеҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *