Сцена ҫинче – маттур хӗр пӗрчисем

Сцена ҫинче – маттур хӗр пӗрчисем

Апрелӗн 16-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче ача сачӗсене ҫӳрекенсем хушшинче «Мини-мисс «Ача сачӗ — 2024» муниципаллӑ конкурс иртнӗ. Ӑна ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Конкурса Комсомольскинчи, Урмаелӗнчи ача сачӗсене, Ҫӗнӗ Мӑрат тата Шурут вӑтам шкулӗсем ҫумӗнчи кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнсене ҫӳрекен 6—7 ҫулсенчи хӗр ачасем хутшӑннӑ.

Мероприятие пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, лайӑх кӑмӑлпа, пысӑк хавхаланупа конкурсра пултарулӑхне кӑтартса пама суннӑ. Сцена ҫине тухакан кашни хӗр пӗрчи хӑй ҫинчен, мӗнпе интересленни ҫинчен каласа панӑ, артистла пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ, «Дефиле» конкурсра хӑйне сцена ҫинче мӗнле тытма пӗлнине кӑтартнӑ.

Жюри членӗсем кашни конкурсант хӑйне май талантлӑ та илемлине палӑртнӑ, вӗсене тӗрлӗ номинацисенче наградӑланӑ. «Радуга» ача садне ҫӳрекен Малика Габдуллова — «Куракансене килӗшнӗ мини-мисс», Шурут вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑна ҫӳрекен Мария Пыркина — «Мини-мисс артистичность», «Радуга» ача садне ҫӳрекен Джамиля Хайртдинова «Мини-мисс ҫыпӑҫулӑх», «Рябинушка» ача садне ҫӳрекен Серафима Столярова «Мини-мисс элегантлӑх»,  Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑна ҫӳрекен Анна Маторина «Мини-мисс совершенство», Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садне ҫӳрекен Сафина Минегалиева «Мини-мисс талант», «Рябинушка» ача садне ҫӳрекен Маргарита Жукова «Вице мини-мисс «Ача сачӗ» ятсене тивӗҫнӗ. «Колосок» ача садне ҫӳрекен Таисия Грачева хӑйӗн пултарулӑхӗпе жюри членӗсене тыткӑнласа «Мини-мисс «Ача сачӗ» пулса тӑнӑ.

Конкурса хутшӑннӑ пӗчӗк чиперуксене ӑшшӑн саламлатпӑр, малашне те пултаруллӑ, илӗртӳллӗ, маттур пулма сунатпӑр.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *