Вторник, 30 апреля

Тирпей-илем кӗртме тухнӑ

Тирпей-илем кӗртме тухнӑ

Юр кайса пӗтнӗ хыҫҫӑн хӗл каҫа пуҫтарӑннӑ пӗтӗм тасамарлӑх ҫиеле тухать. Ҫавӑнпа та ҫӗр пӑртак типшӗре пуҫласанах округра пурӑнакансем хӑйсем пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан вырӑнсене тирпей-илем кӗртме пуҫларӗҫ. Иртнӗ эрнере палӑртнӑ субботнике чылай ҫӗрте хастар хутшӑнчӗҫ.

 Округ центрӗнчи предприяти-организацисенче, учрежденисенче тӑрӑшакансем ӗҫ тумӗсем тӑхӑнса урамсене, садсемпе парксене тасатма тухрӗҫ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене тата ытти паллӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ палӑксен ҫывӑхӗсене те илемлӗх кӗртрӗҫ. Автоҫулсен айккисенчи ҫӳп-ҫапа та пуҫтарчӗҫ. Ку ӗҫ территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те пулса иртнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *