Публикации

Сывлăхлă ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнчи Елена Волковăпа Татьяна Яковлева чылай çул ĕнтĕ пăруламалли ĕнесене тата тин çеç çут тĕнчене килнĕ пăрусене пăхаççĕ. Ку ĕçре тăрăшулăхсăр, ĕçченлĕхсĕр пуçне опыт та, çаврăнăçулăх та кирлĕ. Выльăхсен характерĕ те кашнин хăйнеевĕр. Çавăнпа та вĕсене ăнланма пĕлмелле. Хастар ĕçченсем çулсерен вуншар пушмака пăрулама пулăшнă, сума вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах çамрăк пăрусем тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр, лайăх аталанса пыччăр тесе те çине тăнă, тăраççĕ те. Чĕчкенти сĕт-çу фермин пăрусем илес енĕпе кăтартусем район шайĕнче те лайăххисен шутĕнче. Çакăнта вара Е.Волковăпа Т.Яковлеван тÿпи пысăк. Кăçалхи 9 уйăхра хуçалăхра 135 пуç пăру хутшăннă. Вĕсем пурте пултаруллă ĕçченсен алли витĕр тухнă. Фермăра тăрăшаканăн ĕçĕ çăмăл мар. Ирхине ирех пуçланать вăл. Халĕ кун кĕскелсех пырать
Тухтăрсене тав тунă

Тухтăрсене тав тунă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем коронавируспа кĕрешекен тухтăрсене тав туса Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине тата ветерансен госпитальне санитайзерсем, чей, кофе, пылак çимĕçсем илсе пынă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх ыр кăмăллăх акцине пур фракци депутачĕ те хастар хутшăннă. Районта пурăнакансем те çак акцирен айккинче тăрса юлман. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата ял тăрăхĕн депутачĕ Александр Батюков районти тĕп больницăн ĕçченĕсене кукăльсемпе сăйланă, хăйсен тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăшăн тав тунă, малашне те сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшуллă та тимлĕ пулма суннă. /ХАМĂР ИНФ./.  
Ĕмĕтсене пурнăçлар

Ĕмĕтсене пурнăçлар

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци старт илнĕ. Çапла декабрĕн 11-мĕшĕччен тăлăх ачасем, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем, сывлăх енчен хавшак ачасем, инвалид-ачасем тата 60 çултан аслăрах инвалидсем хăйсен ĕмĕчĕ çинчен çырса елкажеланий.рф сайтра заявка хăварма пултараççĕ. «Кашни халăхăн çывăх çынсене пулăшмалли ырă йăла пур. Тĕслĕхрен, эпир, чăвашсем, пĕрле пуçтарăнса камшăн та пулин пĕр-пĕр йывăр ĕçе пурнăçланине «ниме» тесе палăртатпăр. Пĕрле пуçтарăнса тăрăшсан йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Çавăнпа та «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци те пирĕншĕн питĕ çывăх», — уçнă шухăшне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак акцие хакласа. Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организацисен, обществăлла пĕрлешÿсен ертÿçисем та
Йывăр çемьесене пулăшаççĕ

Йывăр çемьесене пулăшаççĕ

Ачасен пуласлăхĕ, вĕсен аталанăвĕ çемьесенчи лару-тăруран нумай килет. Шел пулин те, пирĕн районта та йывăр пурнăçпа пурăнакан, ăнăçсăр шутланакан çемьесем пур. Халăха социаллă пулăшу паракан районти центр вĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлет. Кăçалхи октябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссире 31 çемье учетра тăрать. Вĕсенче çул çитмен 73 ача пурăнать. Çулталăк пуçланнăранпа ун пек çемьесене 1162 хутчен тĕрлĕ енлĕ социаллă пулăшу панă. Йывăр пурнăçпа пурăнакан çемьесене укçа-тенкĕ енчен çеç мар, кăмăл-туйăм енĕпе те пулăшу кирлĕ. Центр ĕçченĕсем, комисси членĕсем вĕсемпе тĕл пулса тăтăшах калаçусем ирттереççĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕсемпе паллашаççĕ. Тĕрлĕ ведомствăсенче ĕçлекенсене явăçтарса мобильлĕ ушкăнсем йĕркелеççĕ. Вĕсем в
Ĕçе илнине пĕлтермен

Ĕçе илнине пĕлтермен

Район прокуратури Р.А.Хайртдинов уйрăм предприниматель коррупцие хирĕç тăрасси çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çапла 2019 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче К. гражданин район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕн пай заведующийĕн должноçĕнчен хăй каяс тенипе пăрахни, 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче ĕç килĕшĕвĕ çырса Р.А.Хайртдинов уйрăм предприниматель патне электрогазосварщике ĕçе кĕни палăрнă. Район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕн пай заведующийĕн должноçĕ хăйсен тупăшĕсем, тăкакĕсем, харпăрлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем тата мăшăрĕпе çул çитмен ачисен тупăшĕ-сем, тăкакĕсем, харпăрлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем çинчен пĕлтерсе тăмалли муниципаллă службăн должноçĕсем шутне кĕрет. Çакна ЧР Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн 2014 çулхи августăн 28-мĕшĕнче йышăннă 410 №-лĕ
Юсава вăхăтра вĕçлемен

Юсава вăхăтра вĕçлемен

Район прокуратури Комсомольскинчи тĕп больницăри икĕ уйрăмра патшалăх контракчĕ урлă капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерекен «Геллион-Строй» ООО патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕçтерме таварсем туяннă, ĕçсем тунă чухне контракт тытăмĕ çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă палăрнă. Кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнче Комсомольскинчи районти тĕп больница тата «Геллион-Строй» ООО инфекци, ача-пăча корпусĕсенче юсав ĕçĕсем ирттересси çинчен контракт çырнă. Килĕшÿ тăрăх, подрядчикăн апрелĕн 15 — июлĕн 15-мĕшĕсенче ĕçсене пурнăçламалла пулнă. Анчах та «Геллион-Строй» ООО тивĕçсене палăртнă вăхăтра туса ĕлкĕреймен. Çакă обществăн тата патшалăхăн саккун урлă хÿтĕлекен интересĕсене пăсни пулать. Ĕçсене вăхăтра туманнипе учрежденине кĕрсе тухма чăрмавлă, сывлăх сыхл

Ĕç паттăрлăхне асра тытса

2021 çула Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе палăртрĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче çак пулăма паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен ярăмĕ /уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем/ малалла пырать. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ» ятпа 8-мĕш класра информаци сехечĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрла ĕçне яланах асра тытасси, вĕсем пирки çитĕнекен ăрăва пĕлтересси, тăван халăхăмăрăн ятне çÿлтен çÿле çĕклесси. Класс ертÿçи В.С. Ефимова вĕренекенсене ентешĕмĕрсен вăрçă вăхă- тĕнчи тылри паттăрлăхне кăтартса паракан презентаципе, кăсăклă фактсемпе паллаштарчĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене çирĕплетес ĕçе хутшăннисен тÿпине çак ц
Пирĕншĕн – ырă тĕслĕх

Пирĕншĕн – ырă тĕслĕх

Кашни çыншăн хаклăран та хаклă çын вăл — анне. Вăл пире çуратнă, пирĕн телейшĕн пурăнать, яланах пирĕншĕн тăрăшать. Анне сывлăхне упрама тăрăшмалла, кулянтармалла мар ăна. Манăн анне, Наталья Владимировна Воронова, Елчĕк районĕнчи Çуткÿль ялĕнче çуралса уснĕ. Аттепе пĕрлешнĕренпе Янкасси ялĕнче пурăнать. Кăмăллă çын манăн анне. Ăна çынсем хисеплеççĕ, унпа калаçма юратаççĕ, канаш ыйтаççĕ. Çавăн пекех вăл питĕ вăйлă та пултаруллă хĕрарăм. Спортпа та туслă. Тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕнче тата хĕрарăмсем хушшинчи армспортра яланах малти вырăнсене йышăнать. Ĕçре те маттур та тăрăшуллă манăн анне. Ирех тăрать те ĕнесене сăвать, пăрусене пăхать тата ытти ĕçе пурнăçлать. Юрла-юрла апат пĕçерет. Пире йăмăксемпе вĕри апатпа сăйлать. Уроксем тума пулăшать.
Ылтăн кĕркунне

Ылтăн кĕркунне

Ылтăн кĕркунне. Йĕри-тавра епле илемлĕ! Йывăçсем çинчен сарă, хĕрлĕ, хăмăр çулçăсем вĕçсе анаççĕ. Çĕр хитре кавирпе витĕнет. Кĕркунне эпир çемьепе вăрмана çÿреме юрататпăр. Унта тĕрлĕ тĕслĕ çулçăсем пуçтаратпăр, кăмпа тататпăр, вăрман илемĕпе киленетпĕр. Егор Коновалов, 3-мĕш «б» класс.  
Кушак çури

Кушак çури

Манăн кушак çури пур. Вăл питĕ пĕчĕк. Эпĕ ăна урамра тупрăм. Вăл шурă тĕслĕ, çăмламас. Эпĕ ăна Çăлтăр ят патăм. Çăлтăр выляма юратать. Эпĕ ăна сĕт тата пăтă çитеретĕп. Манăн Çăлтăр хитре. Кристина Яковлева, 3-мĕш «б» класс.