Ĕмĕтсене пурнăçлар

Ĕмĕтсене пурнăçлар

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци старт илнĕ. Çапла декабрĕн 11-мĕшĕччен тăлăх ачасем, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем, сывлăх енчен хавшак ачасем, инвалид-ачасем тата 60 çултан аслăрах инвалидсем хăйсен ĕмĕчĕ çинчен çырса елкажеланий.рф сайтра заявка хăварма пултараççĕ.
«Кашни халăхăн çывăх çынсене пулăшмалли ырă йăла пур. Тĕслĕхрен, эпир, чăвашсем, пĕрле пуçтарăнса камшăн та пулин пĕр-пĕр йывăр ĕçе пурнăçланине «ниме» тесе палăртатпăр. Пĕрле пуçтарăнса тăрăшсан йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Çавăнпа та «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци те пирĕншĕн питĕ çывăх», — уçнă шухăшне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак акцие хакласа.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организацисен, обществăлла пĕрлешÿсен ертÿçисем тата ахаль çынсем те акцие хутшăнса камăн та пулин ĕмĕтне пурнăçлама пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр çак акцие хутшăннă 83 ачан ĕмĕтне пурнăçлама май килнĕ. Хĕл Мучи вырăнне Олег Николаев, министрсем, пысăк предприятисен ертÿçисем, муниципаллă пĕрлешÿсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем пулнă. Камăн ĕмĕтне пĕлтĕр пурнăçлама май килмен, вĕсем кăçал тепĕр хут хутшăнма пултараççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *