Юсава вăхăтра вĕçлемен

Юсава вăхăтра вĕçлемен

Район прокуратури Комсомольскинчи тĕп больницăри икĕ уйрăмра патшалăх контракчĕ урлă капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерекен «Геллион-Строй» ООО патшалăх тата муниципалитет ыйтăвĕсене тивĕçтерме таварсем туяннă, ĕçсем тунă чухне контракт тытăмĕ çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă палăрнă. Кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнче Комсомольскинчи районти тĕп больница тата «Геллион-Строй» ООО инфекци, ача-пăча корпусĕсенче юсав ĕçĕсем ирттересси çинчен контракт çырнă. Килĕшÿ тăрăх, подрядчикăн апрелĕн 15 — июлĕн 15-мĕшĕсенче ĕçсене пурнăçламалла пулнă. Анчах та «Геллион-Строй» ООО тивĕçсене палăртнă вăхăтра туса ĕлкĕреймен. Çакă обществăн тата патшалăхăн саккун урлă хÿтĕлекен интересĕсене пăсни пулать. Ĕçсене вăхăтра туманнипе учрежденине кĕрсе тухма чăрмавлă, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн ĕçне кирлĕ пек йĕркелеме май çук, çавăн пекех республика бюджетĕнчен уйăрнă укçан тĕллевĕ пурнăçланман.
Район прокуратури «Геллион-Строй» ООО директорне представлени çырнă, РФ административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексăн 7.32 статйин 7 пайĕпе административлă ĕç пуçарнă. Комсомольски районĕнчи 1-мĕш суд участокĕн миравай судьи çак ĕçе пăхса тухса «Геллион-Строй» ООО директорне 68 пин тенкĕлĕх штраф тÿлемелле тунă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *