Публикации

Чунпа чăлах пулас марччĕ

Чунпа чăлах пулас марччĕ

Пирĕн хушăмăрта тĕрлĕ шăпаллă çынсем пур. Шел пулин те, кашнинех пурнăç савăнăçне туллин курма-туйма пÿрмен çав. Пĕрисем курмаççĕ, теприсем илтмеççĕ, утайманнисем, калаçайманнисем, психика пăсăлнисем тата ыттисем те пур. Хăш-пĕрисем çапла çуралнă, иккĕмĕшсем вара пĕр-пĕр чире е инкеке лекнипе, е сывлăхне упраманнине пула сусăра тухаççĕ. Мирлĕ саманари пĕр-пĕр вĕри точкăри çапăçусене хутшăннă салтаксем хушшинче те чунпа та, кĕлеткерен те аманнисем йышлă. Унашкаллисене ахаль условисене хăнăхма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пĕртте ансат мар. Статистика тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере пурăнакансен 15 проценчĕ е пĕр миллиард ытла çын — инвалид, Раççейре вара — 12 миллиона яхăн. Чăваш Енре те вăл е ку ушкăнри инвалидлăха илнисем 81 пине яхăн. Пирĕн районта та кун пек çынсем пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ те.
Пăрлак çул инкеклĕ

Пăрлак çул инкеклĕ

Хĕллехи вăхăтра çанталăк хăвăрт ылмашăннă чухне çулсем пăрланни час-часах пулать. Çакă вара машинăпа çула тухакансемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, хĕлле урамра ÿксе аманнă тĕслĕхсем нумай. Çынсем шуса ÿксе ура е алă сиктереççĕ, хуçаççĕ, пуç мимине кисрентереççĕ тата ытти те. Çавăнпа та шуçлак çулпа пынă чухне асăрхануллă пулмалла, çак правилăсене пăхăнмалла: — урамра пăрлак чухне çÿллĕ кĕлеллĕ атăсем тăхăнмалла мар; — пăрлă вырăнта урасене шутарарах, пĕчĕк утăмсемпе пымалла; — ура айне тимлĕн пăхса, майĕпен утмалла; — вăрăм пальтопа çÿретĕр пулсан, пăрлă вырăнпа пынă чухне унăн аркисене кăшт çĕклемелле. Ура шуса кайса ÿкме пуçласан мышцăсене хытарма, аяк çинелле ÿкме тăрăшăр. Çакă çурăм шăммине хуçасран асăрханма пулăшать. Мал
Аннесене саламласа уяв иртрĕ

Аннесене саламласа уяв иртрĕ

Анне — пирĕн пирĕшти, анне пурри — телей. Мĕн тери ачашлăх, чун-чĕре ăшăлăхĕ, иксĕлми тăрăшулăх упранать çак сăмахра. Пепки çут тĕнчене килнĕ кунранах амăшĕ унăн йăлтăр куллишĕн савăнать, куççулĕшĕн пăшăрханать, ыратăвĕшĕн чĕререн кулянать. Пурнăç çулĕн нумай çухрăмне хыçа хăварсан та эпир аннесемшĕн яланах ача вырăнĕнче пулатпăр. Вĕсем çеç пире хăть мĕнле пулсан та юратаççĕ, йывăрлăха лексен çĕнтерме вăй параççĕ. Аннесене эпир хамăр çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсене халаллатпăр. Çав вăхăтрах пирĕн ăшă сăмах, тимлĕх аннесемшĕн темле чаплă мулран та хаклă. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче хĕрсене, аннесене, асаннесене-кукамайсене саламласа чаплă мероприяти иртрĕ. Фойере йĕркеленĕ тĕрлĕ алă ĕçĕсен маçтăрĕсен тата Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсен выставки уява илем

Маттур ăстан выставки

Районта пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ, çÿреççĕ, калаçаççĕ. Пĕрре пăхсан ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ темелле. Чылайăшĕ Комсомольскинче пурăнакан В.Н.Хораськинана район администрацийĕн строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалистĕнче ĕçленĕ вăхăтранпа паллать пулĕ, теприсем районти культура çурчĕ çумĕнчи «Каçал» фольклор ушкăнне çÿренипе пĕлеççĕ. Валентина Николаевна вара ал ĕç тума та ăста. Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти «Çĕр тата çынсем» музейра «Рукам работа — сердцу радость» ятпа В.Н.Хораськина ĕçĕсен выставкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Малтанах музей заведующийĕ А.О.Полякова пултаруллă хĕрарăм ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çывăх юлташĕсем В.В.Константинова, Г.В.Быкова, З.В.Егорова, пĕрле ÿснĕ тăванĕ А.А.Агашева Валентина Ник
Пулăшма яланах хатĕр

Пулăшма яланах хатĕр

Активистсем районти тĕп больницăна икĕ бойлерпа тата микрохумлă кăмакапа тивĕçтерчĕç. Акцие Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Макарова та хутшăнчĕç. «Пулăшу кирлĕ çынсене эпир май килнĕ таран яланах пулăшма хатĕр», — палăртрĕ Раççейри «Молодая гвардия» юхăмăн районти уйрăмĕн ертÿçи Василий Кокарев. С.ЕФИМОВА.  
Тĕрĕре халăх кун-çулĕ çырăннă

Тĕрĕре халăх кун-çулĕ çырăннă

«Чăваш тĕрри çыруллă», — тенĕ халăхра мĕн авалтан. Тĕрĕ пирĕн йăх-несĕлсемшĕн куç тулли илем çеç пулман, ун урлă халăхăн историйĕ çырăнса юлнă. Кашни эрешĕн — хăйĕн пĕлтерĕшĕ, тарăн шухăшĕ. Хĕрсем йĕппе çип тытма вĕренсенех эрешлеме пуçланă. Ĕлĕк тĕрĕ тĕрлеме пĕлмен хĕр упраçа качча илме те васкаман. Çавăнпах ĕнтĕ амăшĕсем, асламăшĕ-кукамăшĕсем хĕр пĕрчисене мĕн пĕчĕкрен ламран лама куçакан ăсталăхпа паллаштарнă, тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене сыхласа хăварма пулăшнă. Шел пулин те, паянхи кун пирĕн хушăра чăн чăвашла тĕрлеме пĕлекенсем çав тери сахал. Çавна май чăваш халăхĕн çак пуянлăхне çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕллевпе иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ уяв — Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕ. Çак уява çулсерен ноябрĕн 26-мĕшĕнче — ĕçĕсемпе ят-сум çĕнсе илнĕ тĕрĕçĕ Екатерина Ефремова ç
Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрĕнче йĕркеленĕ Чăваш Енри муниципалитетсенчи, Тутарстанри тата Оренбург облаçĕнчи «Чăваш тумтирĕн азбуки» тĕпчевпе пултарулăх конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 4—10 çулсенчи 320 ача хутшăннă. Конкурсра пирĕн районти шкул çулне çитмен ачасем тĕрлĕ номинацисенче çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Вĕсем: «Радуга» ача садне çÿрекен Давид Павлов — «Капăрлатун чи хитре ÿкерчĕкĕ» номинацире, Надежда Матросова — «Юманпа Чĕкеçĕн тумĕсен чи хитре ÿкерчĕкĕ» номинацире тата «Рябинушка» ача сачĕн воспитанникĕсем Юлия Боровковăпа Ева Никифорова — «Асанне арчинчи япалан чи хитре ÿкерчĕкĕ» номинацире. Çамрăк çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр.  
Усал чире хирĕç

Усал чире хирĕç

СПИДа пĕрремĕш хут 1981 çулта Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче тупса палăртнă пулсан, паян вăл пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă. Чиртен вилнĕ çынсен шучĕ тĕнчере 25 миллионран та иртнĕ. Вирус ертсе пурăнакансем вара — 40 миллион. Вĕсен пурин те СПИД тапхăрĕ пуçланас хăрушлăх пур. Раççейре кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 528 пин çын ытла ВИЧ инфекципе чирленĕ. Çур çулта 14865 çын çак чире пула пурнăçран уйрăлнă. Ытларах ВИЧ инфекцийĕ Раççейри çак регионсенче сарăлнă: Кемĕр, Иркутск, Свердловск, Оренбург, Самар, Челябинск, Новосибирск облаçĕсенче. Çав шутрах Ханты-Манси автономи округĕнче, Тюмень тата Ленинград облаçĕсенче те лару-тăру йывăр. «Спида тата ерекен чирсене асăрхаттаракан тата вĕсемпе кĕрешекен республика центрĕн» кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре паянхи кун асăннă инфекципе чирлĕ 278
Людмила Шорникова — телейлĕ мăшăр, юратнă анне, ылтăн алăллă ăста

Людмила Шорникова — телейлĕ мăшăр, юратнă анне, ылтăн алăллă ăста

Анне — пире пурнăç парнеленĕ, пĕрремĕш утăмсем тума вĕрентнĕ, лăпка-лăпка ÿстернĕ, мăшăр çунат парнеленĕ çын. Унран çывăххи тĕнчере урăх çук. Анне пулăшса, хавхалантарса пынипе ĕнтĕ эпир пурнăçра çитĕнÿсем тăватпăр, унăн ырă канашĕсене асра тытса ĕçре хастар, çын хушшинче сăпайлă пулма тăрăшатпăр. Аннен юратăвне, çепĕçлĕхне, ăшшине, ачисемшĕн пăшăрханса çĕрĕпе куç хупманнине нимĕнле виçепе те виçеймĕн. Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Людмила Шорникова виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Мăшăрĕпе Виталий Михайловичпа пĕрле вĕсем тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕн пĕчĕкренех ачисене ĕç çумне çыпăçтарса ÿстереççĕ, хастар та пултаруллă пулма, пур енĕпе те аталанма хавхалантараççĕ. Шорниковсен аслă ывăлĕ Антон 2000 çулта çут тĕнчене килнĕ. Аслă Чурачăк вăтам
Акă вĕсем, аннесем — тĕлĕнмелле ăстасем

Акă вĕсем, аннесем — тĕлĕнмелле ăстасем

Анне — кашни çыншăн чи çывăх, чи хаклă, чи юратнă çын. Аннен ырă йăл кулли, унăн çепĕç аллин ăшши, хавхалантарса каланă сăмахĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра упранаççĕ. Ача чухне те, çитĕнсен те анне сăнарĕ пире малалла талпăнма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хавхалантарать. Çак тĕлĕнмелле çынсене — аннесене — халалласа ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çак кунсенче республикăра тепĕр пысăк уява — Чăваш тĕррин кунне паллă тунине кура мероприятин хаклă хăнисем ăста алăллă аннесем пулчĕç. Людмила Шорникова, Зинаида Киргизова, Валентина Самаркина, Алина Афанасьева, Елена Сорокина, Любовь Филиппова, Надежда Абдюшева алĕç тăвассипе пуринчен те ирттереççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах юратнă ĕçĕпе аппаланса илем тĕнчине сăнарлаççĕ. Район çыннисен вĕсем илемлетнĕ япаласем