Йывăр çемьесене пулăшаççĕ

Йывăр çемьесене пулăшаççĕ

Ачасен пуласлăхĕ, вĕсен аталанăвĕ çемьесенчи лару-тăруран нумай килет. Шел пулин те, пирĕн районта та йывăр пурнăçпа пурăнакан, ăнăçсăр шутланакан çемьесем пур. Халăха социаллă пулăшу паракан районти центр вĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлет.
Кăçалхи октябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссире 31 çемье учетра тăрать. Вĕсенче çул çитмен 73 ача пурăнать. Çулталăк пуçланнăранпа ун пек çемьесене 1162 хутчен тĕрлĕ енлĕ социаллă пулăшу панă.
Йывăр пурнăçпа пурăнакан çемьесене укçа-тенкĕ енчен çеç мар, кăмăл-туйăм енĕпе те пулăшу кирлĕ. Центр ĕçченĕсем, комисси членĕсем вĕсемпе тĕл пулса тăтăшах калаçусем ирттереççĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕсемпе паллашаççĕ. Тĕрлĕ ведомствăсенче ĕçлекенсене явăçтарса мобильлĕ ушкăнсем йĕркелеççĕ. Вĕсем вырăна тухса йывăр çемьесенчи пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ. Кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенче ятарлă ушкăнсем 71 хутчен çула тухнă, 243 çемьере пулса курнă.
Нумаях пулмасть çавăн пек ушкăн Асанкасси ялĕнчи В. çемйине çитнĕ. Унта комисси пĕчĕк ачана пурăнма мĕнле условисем пулнипе интересленнĕ. Ашшĕ-амăшне консультаци панипе пĕрлех ачасен хĕллехи тумтирĕпе, апат-çимĕçпе, гигиена хатĕр-хĕтĕрĕпе пулăшнă.
Районта ырă кăмăллă çынсем сахал мар. Вĕсем йывăр пурнăçпа пурăнакан çемьесене пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — Комсомольски ялĕнче пурăнакан Анастасия Васильевна Сорокина. Ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăм яланах нушаллă пурăнакансене пулăшма май тупать. Вăл чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ.

Т.СМИРНОВА,
халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *