Сывлăхлă ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнчи Елена Волковăпа Татьяна Яковлева чылай çул ĕнтĕ пăруламалли ĕнесене тата тин çеç çут тĕнчене килнĕ пăрусене пăхаççĕ. Ку ĕçре тăрăшулăхсăр, ĕçченлĕхсĕр пуçне опыт та, çаврăнăçулăх та кирлĕ. Выльăхсен характерĕ те кашнин хăйнеевĕр. Çавăнпа та вĕсене ăнланма пĕлмелле. Хастар ĕçченсем çулсерен вуншар пушмака пăрулама пулăшнă, сума вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах çамрăк пăрусем тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр, лайăх аталанса пыччăр тесе те çине тăнă, тăраççĕ те.
Чĕчкенти сĕт-çу фермин пăрусем илес енĕпе кăтартусем район шайĕнче те лайăххисен шутĕнче. Çакăнта вара Е.Волковăпа Т.Яковлеван тÿпи пысăк. Кăçалхи 9 уйăхра хуçалăхра 135 пуç пăру хутшăннă. Вĕсем пурте пултаруллă ĕçченсен алли витĕр тухнă.
Фермăра тăрăшаканăн ĕçĕ çăмăл мар. Ирхине ирех пуçланать вăл. Халĕ кун кĕскелсех пырать те, каçкÿлĕм ĕçе килсен тĕттĕмпе çеç киле таврăнаççĕ. Йывăрлăхсем пулсан та пуç усма хăнăхман дояркăсем малашне те хăйсене шанса панă ĕçре хастар тăрăшас, сывлăхлă пăрусем çеç илес тĕллевлĕ.
Ю. ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *