Ĕçе илнине пĕлтермен

Ĕçе илнине пĕлтермен

Район прокуратури Р.А.Хайртдинов уйрăм предприниматель коррупцие хирĕç тăрасси çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çапла 2019 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче К. гражданин район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕн пай заведующийĕн должноçĕнчен хăй каяс тенипе пăрахни, 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче ĕç килĕшĕвĕ çырса Р.А.Хайртдинов уйрăм предприниматель патне электрогазосварщике ĕçе кĕни палăрнă.
Район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕн пай заведующийĕн должноçĕ хăйсен тупăшĕсем, тăкакĕсем, харпăрлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем тата мăшăрĕпе çул çитмен ачисен тупăшĕ-сем, тăкакĕсем, харпăрлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем çинчен пĕлтерсе тăмалли муниципаллă службăн должноçĕсем шутне кĕрет. Çакна ЧР Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн 2014 çулхи августăн 28-мĕшĕнче йышăннă 410 №-лĕ постановленийĕнче çирĕплетнĕ.
Саккуна пăсса Р.А.Хайртдинов уйрăм предприниматель К.-па ĕç килĕшĕвĕ çырни çинчен район администрацине 10 кун хушшинче пĕлтермен. Çавна май район прокуратури РФ административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексăн 19.29 статйипе административлă ĕç пуçарнă. Ăна пăхса тухса уйрăм предпринимателе 20 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *