Воскресенье, 28 апреля

Публикации

Хуçалăх аталанăвĕ, пуласлăхĕ – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче

Хуçалăх аталанăвĕ, пуласлăхĕ – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинче

Иртнĕ çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен, кăçалхи çул тĕллевĕсене палăртсан вĕсене пĕрле сÿтсе явма ял хуçалăх предприятийĕсем ĕçченсене пухăва пуçтараççĕ. Кăçал районти пĕрремĕш отчетлă пуху «Асаново» ял хуçалăх кооперативĕнче иртрĕ. Хуçалăх иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Пĕлтĕр çĕр ĕçченĕсемшĕн çăмăлах пулмасан та Асанкассисем уй-хиртен начар мар тухăç илнĕ, çителĕклĕ таран выльăх апачĕ хатĕрлесе хăварнă. Кирек мĕнле кăтартăва пăхсан та вĕсем районăн вăтам виçинчен пысăкрах, чылайĕшĕпе малти вырăнта. Кооператив председателĕ А.Н.Бахтеров отчет тунă май пуçтарăннисене нумай цифрăсем илсе кăтартмарĕ. Хăйĕн сăмахĕсемпе пĕлтĕр мĕнле йывăрлăхсем пулнипе, кăçал тумалли тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Малашне те хуçалăх экономикине аталантарас тесен хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Иртнĕ
Ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ

Ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 17-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене Министрсен Кабинечĕн 2021 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Олег Алексеевич пĕтĕмлетÿре каланă тăрăх, республика бюджечĕ тупăш енчен 77 млрд. тенкĕ пурнăçланнă. Укçа-тенкĕне республика умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама янă. Чи курăмлă ĕçсене сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, строительствăра ĕçе кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, 2 шкул хута янă, 3 ача сачĕ, 53 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Унпа пĕрлех бюджетра ĕçлекен хăш-пĕр категорири çынсен ĕç укçине ÿстернĕ. Сăмахран, педагогсен ĕç укçийĕ 30 пин ытла тенкĕпе танлашнă. Йывăррăн çĕкленекен объектсенчи стрительство ĕçĕсене вĕçне çитерсе хута ярасси, хваттер уççисене илейменнисене пулăшасси — правительство умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе
Экзаменсем кĕскерех – требованисем çирĕпрех

Экзаменсем кĕскерех – требованисем çирĕпрех

Уçă саслă шăнкăрав вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе ачасене парта хушшине йыхăрнăранпа вăхăт нумай та иртмен пек туйăнать. Анчах вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт чупать. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытмалли тапхăр та çывхарса пырать. Шкулта 11 класс вĕренсе тухакансем çуллен ППЭ тытасси йĕркене кĕчĕ. Çапах паянхи кун та пĕтĕм çемье пăлханăвĕпе сăлтавĕ пулса тăраççĕ. 2022 çулта Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем мĕнле йĕркепе иртессине уçăмлатас тĕллевпе вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыевпа тĕл пулса калаçрăм. — Валерий Петрович, ППЭ тытмалли кăçалхи тапхăрсемпе паллаштараймастăр-ши? — Патшалăх пĕрлешÿллĕ экзаменĕсене маларах тытас тĕллевлисем мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 7-мĕшĕччен тĕрĕслев ĕçĕсем çырма пултараççĕ. Тĕп тапхăр майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 2
Чире çĕнтермеллех

Чире çĕнтермеллех

Чăваш Енре ковид-стационара лекекенсенчен чылайăшĕн «дельта» штамм. Çапла пĕлтернĕ февралĕн 16-мĕшĕнче йĕркеленĕ оперштаб ларăвĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Паянхи куна «хĕрлĕ зонăра» 1900 яхăн çын сипленет. Министр палăртнă тăрăх, больницăсене ытларах чухне вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансем лекеççĕ. Çав шутра — сахăр диабечĕпе кĕлетке виçи пысăк пулнипе аптăракан çынсем. Чылайăшĕн тата ÿпкин пысăк пайĕ сиенленнĕ. Владимир Степанов стационара лекнисен 99 проценчĕ коронавирусран прививка тутарманнине каланă. Вăл республикăра вакцинаци тутарасси пĕчĕкрех пулнине палăртнă. Çавна пула чирлисен йышĕ те пысăк. Районĕпе илес пулсассăн вара 12465 çын вакцинациленнĕ, 1385 çын ревакцинаци тутарнă. Вакцинациленес текенсене район больницинче кĕтеççĕ, унпа пĕрлех ялсене мобиль
Халăхшăн пархатарлă ĕç тăвать

Халăхшăн пархатарлă ĕç тăвать

Район энциклопедине хатĕрлес ĕçсем пынă чухне район хаçачĕн редакцине кĕнĕччĕ В.Я.Григорьев таврапĕлÿçĕ. «Эсир журналистсем халăх хушшинче тăтăшах пулатăр. Ялсенче хи- сеплĕ çынсем чылай. Орден-медальсем, Хисеп грамотисем, Тав çырăвĕсем илме тивĕç пулнисем сахал мар. Наградăсене ахаль паман. Ун пеккисен пĕрин ячĕ те район энциклопедине кĕмесĕр ан юлтăр. Çакă халь пурăнакансенчен ытларах пулас ăрушăн кирлĕ», — тенĕччĕ. Пĕр шутласан тĕрĕсех те пулĕ. Мĕншĕн тесен районта пурăнакан хисеплĕ çынсенчен чылайĕшĕ паянхи кун пурăнать-ха, хамăр хушăрах çÿрет, вĕсене паллатпăр. Çулсем иртĕç, паян эпир 18—19 ĕмĕрсенче пирĕн тăрăхран тухнă паллă çынсем çинчен кĕнекесем тăрăх çеç пĕлнĕ пек, вăсем çинчен район энциклопедине уçса вулама пултарĕç. «Ĕнерхи кунсăр паянхи çук» теççĕ. Иртнĕ вăхăтри пурнăçпа, вă
Сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр

Сумлă ентешсемпе мăнаçланатпăр

«Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă», — тенĕ ваттисем. Чăвашсем кашни çын ăсĕнче ырă шухăш пулмалла теççĕ. Ырă ăс ырă шухăш çуратать, ырă шухăш — ырă сăмах, ырă сăмах — ырă ĕç, ырă ĕç — ырă ят. Ырă ята тивĕçнĕ çын — хисеплĕ, сумлă. Ваттисем: «Ятлă çынна ял савать», — тесе ахальтен каламан. Ĕçчен, тăван çĕр-шывшăн, тăван еншĕн вăй хурса тăрăшакан чыслă та сумлă ятлă пулать. Чăваш Енре 2022 çула Мухтавлă ентешсене халалланă. Нĕркеç ялĕнчен паллă та сумлă, хастар та маттур çынсем нумай тухнă. Ял çынни хастар ĕçлеме пĕлнипе çеç палăрса тăрать тени çеç çителĕксĕр. Унăн ăс-хакăл пуянлахĕ иксĕлми. Кам пĕлмест-ши Сирене Никитична Юманковăна — илемлĕ ÿкерчĕксен ăстине, Юрий Иванович Ксенофонтов скульптора, авалхи чăвашсен тĕрри-сăввине нумай тĕпчекен, пир-авăр эрешĕсен тĕслĕ кĕнекине кăларакан Валентина
Кĕнеке-парне – вулаканшăн чи хакли

Кĕнеке-парне – вулаканшăн чи хакли

Февралĕн 14-мĕшĕнче кĕнеке парнелемелли кун пулчĕ. Çак пĕтĕм тĕнчипе йăлана кĕнĕ уяв пĕр енчен кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстерет, тепĕр енчен пĕр-пĕрне тата библиотекăна кĕнеке парнелемелли ырă та паха сăлтав пулса тăрать. Февралĕн 1—14-мĕшĕсенче районти тĕп библиотекăра «Кĕнекесем юратса парнелĕр» акци иртрĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем юратса вуласа тухнă кĕнекисене ытти çынсене те вулаттарса килентерес кăмăлпа библиотекăна парнелерĕç. Тĕрлĕ тематикăллă кĕнекесем: классика литератури, «хĕрарăмсен» романĕсем, детективсем, фантастика, ача-пăча литератури библиотекăри сентресем çинче вырăн тупĕç. Ырă йăлана пурнăçласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тĕп библиотекăна тата ялсенчи филиалсене «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское» ятлă кĕнекесем парнелерĕ.
Çуркунне çывхарса пырать

Çуркунне çывхарса пырать

Уй-хир юр айĕнче тĕлĕрнĕ вăхăтра, хĕрÿ ĕçсем пуçланиччен районти ял хуçалĕх предприятийĕсенче отчетлă, отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттереççĕ. Çитес çуракине хатĕрленес енĕпе те тăрăшаççĕ. Чылай хуçалăхра акмалли вăрлăха кирлĕ кондицие çитерес тĕлĕшпе кĕркуннех хатĕрленме пуçланă, хĕл кунĕсенче те çак ĕç чарăнман. Паха вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕ теççĕ. Çак чăнлăха ăнланса хуçалăхсем пысăк репродукциллĕ элита сортлă вăрлăхсем туянассипе те ĕçлеççĕ. Çĕр пулăхлăхĕ пирки те пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Иртнĕ кĕркунне чылай çĕрте хире тислĕк кăларас тĕлĕшпе япăх мар ĕçленине палăртмалла. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хальлĕхе 328 тонна минераллă удобренисем илсе килнĕ. Ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Паянхи кун хуçалăхсемшĕн машинăпа трактор паркĕнчи техника шайĕ мĕнле пулни уйрăмах
Илеменовсем – ялта хисеплĕ çынсем

Илеменовсем – ялта хисеплĕ çынсем

Пурнăç çăмхи çаврăнса пынă май сÿтĕлет те сÿтĕлет — утсан та, чупсан та ниепле те хăваласа çитейместĕн. Вăхăта тытса чарасчĕ те... Анчах сехет йĕпписем шав малалла васкаççĕ. Пурнăç çулĕ вара çулсерен кĕскелсе пырать. Ĕнер çеç выляса ÿснĕ ачалăх кунĕсемччĕ пек... — Çурхи кунсенче çерем çинче çара уран чупни, лапта, футбол, волейбол вăййисене выляса ÿсни халь тĕлĕкри пек туйăнать. Хĕл кунĕсем çитсен вара хоккей площадкине юртан тасатса шыв сапса шăнтаттăмăр та хоккейла выляттăмăр. Пăр çине тухсан хамăра Совет Союзĕн хоккейисчĕсем пек туяттăмăр. Хăваран, çирĕкрен тунă хоккейла вылямалли патаксем 25-рен кая мар пулнă ман, — аса илет Вăрманхĕрри Чурачăкра çуралнă, ÿссе яш шутне кĕнĕ, паянхи кун та кунтах пурăнакан Владимир Иванович Илеменов. Вăл Александрăпа Иван Илеменовсен çемйинче февралĕн
Юратнă ĕçĕнче канăç тупнă

Юратнă ĕçĕнче канăç тупнă

Афганистан çĕрĕ çинче интернационаллă çар тивĕçĕсене пурнăçланă пирĕн район çыннисем çинчен 2016 çулта «По приказу Родины — по зову долга» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ун авторĕсем Анатолий Агафоновпа /Эльбаш/ Вениамин Васильев пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Çак издани çамрăклах вăрçă вутне кĕме тивнĕ ентешсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварма, ÿсекен ăрăва патриотизмла воспитани пама май парĕ. Анатолий Герасимович çак тематикăпа малалла та ĕçлет, воин-афганецсем çинчен «30 лет спустя...» ятлă тепĕр кĕнеке хатĕрлет. Ун валли материалсем пуçтарнă май редакцие малтанхи издание кĕреймен А.Н.Албутов çинчен çырнă статьяна, Д.В.Голланцев ашшĕне, отставкăри подполковника Василий Германович Голланцев воин-афганеца халалласа çырнă сăвва парса хăварчĕ. Александр Николаевич Албутов 1960 çулта Дубовка ялĕнче кун