Понедельник, 13 мая

Юратнă ĕçĕнче канăç тупнă

Юратнă ĕçĕнче канăç тупнă

Афганистан çĕрĕ çинче интернационаллă çар тивĕçĕсене пурнăçланă пирĕн район çыннисем çинчен 2016 çулта «По приказу Родины — по зову долга» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ун авторĕсем Анатолий Агафоновпа /Эльбаш/ Вениамин Васильев пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Çак издани çамрăклах вăрçă вутне кĕме тивнĕ ентешсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварма, ÿсекен ăрăва патриотизмла воспитани пама май парĕ. Анатолий Герасимович çак тематикăпа малалла та ĕçлет, воин-афганецсем çинчен «30 лет спустя…» ятлă тепĕр кĕнеке хатĕрлет. Ун валли материалсем пуçтарнă май редакцие малтанхи издание кĕреймен А.Н.Албутов çинчен çырнă статьяна, Д.В.Голланцев ашшĕне, отставкăри подполковника Василий Германович Голланцев воин-афганеца халалласа çырнă сăвва парса хăварчĕ.
Александр Николаевич Албутов 1960 çулта Дубовка ялĕнче кун çутине килнĕ. Вăрман сывлăшне сывласа çирĕп çитĕннĕ, ачаранах спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕр спорчĕпе тăрăшса тренировкăсем туни ăна районти ăмăртусенче малти вырăнсем йышăнма пулăшнă. Комсомольски вăтам шкулне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан ăна 1981 çулта направленипе Ашхабад хулине ĕçлеме яраççĕ. Çав çулхи ноябрь уйăхĕнче А.Албутова Совет çарне илеççĕ. Полк шкулĕнче вĕрентнĕ хыççăн демократиллĕ Афганистан Республикине яраççĕ. Кунта вăл çыхăну ротинче сержант званипе 1982 çулхи июньтен 1983 çулхи ноябрь уйăхĕччен службăра пулать. Хăйне пур енĕпе те лайăх енчен çеç кăтартать. Демобилизаци йĕркипе малтан Ашхабад хулине, кайран тăван тăрăха таврăнать. Пĕр вăхăт Дубовкăри кирпĕч заводĕнче электромонтерта ĕçлет.
1991 çулта Анатолий Николаевич Шупашкарти строительство материалĕсен заводне ĕçе вырнаçать Унта вăл паянхи кунчченех тăрăшать. Хастар ĕçшĕн вăл Чăваш Патшалăх Канашĕн президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ăна «От блогодарного Афганского народа», «25 лет вывода Советских войск из Афганистана» медальсем тата ытти наградăсем парса чысланă.
Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. «Юратнă ĕç, ырă кăмăллă мăшăр, куç тулли ачасем мана пурнăçра хавхалантарса пынă, Афганистанри йывăр самантсен аса илĕвĕсене сирсе яма пулăшнă», — тет Анатолий Николаевич.
А.АГАФОНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *