Понедельник, 13 мая

Кĕнеке-парне – вулаканшăн чи хакли

Кĕнеке-парне – вулаканшăн чи хакли

Февралĕн 14-мĕшĕнче кĕнеке парнелемелли кун пулчĕ. Çак пĕтĕм тĕнчипе йăлана кĕнĕ уяв пĕр енчен кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстерет, тепĕр енчен пĕр-пĕрне тата библиотекăна кĕнеке парнелемелли ырă та паха сăлтав пулса тăрать.
Февралĕн 1—14-мĕшĕсенче районти тĕп библиотекăра «Кĕнекесем юратса парнелĕр» акци иртрĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем юратса вуласа тухнă кĕнекисене ытти çынсене те вулаттарса килентерес кăмăлпа библиотекăна парнелерĕç. Тĕрлĕ тематикăллă кĕнекесем: классика литератури, «хĕрарăмсен» романĕсем, детективсем, фантастика, ача-пăча литератури библиотекăри сентресем çинче вырăн тупĕç.
Ырă йăлана пурнăçласа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тĕп библиотекăна тата ялсенчи филиалсене «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское» ятлă кĕнекесем парнелерĕ. Унсăр пуçне Александр Николаевичăн килти библиотекăри кĕнекисем те вулакансемшĕн интереслĕ пулĕç. Кĕнекесемшĕн — пысăк тав.
Эпир хамăрăн хаклă вулакансене тата библиотека тусĕсене: Владимир Павлова, Тамара Ерицовăна, Мария Кузьминана, Вера Горбуновăна, Петр Юманова, Василий Краснова парнесемшĕн тав тăватпăр. Тĕп библиотека фончĕ 265 кĕнекепе пуянланчĕ.
И.ЯДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *