Понедельник, 29 апреля

Общество

Тӗрӗ ӑстин куравӗ уҫӑлчӗ

«Алӑ пур ҫинче ал ӗҫ пӗлменни аван мар», — тенӗ ваттисем ӗлӗкех. Чӑваш пикисем мӗн ачаранах алла йӗппе ҫип тытма, тӗрлеме е пански ҫыхма хӑнӑхса ӳснӗ. Пӗве кӗрсен вара, качча кайнӑ чухне хӗр тупри пултӑр тесе, минтер пичӗсене, ал тутрисене, алшӑллисене, вырӑн сармисене илемлӗ тӗрӗсемпе эрешленӗ. Астӑватӑп-ха, ача чухне ялта пӗр-пӗр килте туй пулсан, унта ватти-вӗтти васкатчӗ. Ача-пӑча хӗрпе каччине ытларах тӗсенӗ пуль, ваттисем вара ҫӗнӗ кинӗн тӗррисене курма ятарласа кайнӑ, тытса пахаланӑ, вӗсем тӑрӑх ҫамрӑк арӑм тирпейлӗ, ӗҫчен иккенне пӗлме пултарнӑ. Вутлан ялӗнче пурӑнакан Нина Егорова (хӗр чухнехи хушамачӗ Горшкова) ҫамрӑкранах тӗрӗсен тӗнчине лекнӗ.  Ҫак ӗҫ питӗ килӗшет ӑна, канва ҫинче малтан чечексем, кайран ҫулҫӑсен эрешӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри йӗрленнине сӑнасси епле пысӑк сав
Ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ӗҫрен таврӑнсан, килте кам та пулин кӗтсе илсен кун каҫа ӗҫлесе ывӑнни те таҫта кайса ҫухалать. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакан Лидия Александровна пӳрте кӗнӗ-кӗменех ватӑ амӑшне ӑшшӑн ҫупӑрласа илчӗ, сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлчӗ. Мӑшӑрӗ, Александр Николаевич, ӗҫрен таврӑнман-ха, килте амӑшӗ, Елена Евдокимовна, пурри пӳлӗме ӑшӑ парса тӑнӑн туйӑнать. Мӗн тери телей вӑл юнашар ҫывӑх ҫын пурри! Хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ, лӑпкаса  ӳстернӗ, ыррипе усаллине уйӑрма вӗрентнӗ амӑшӗ уншӑн темрен те хаклӑ. Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче Е.Е.Титова 85 ҫул тултарчӗ пулин те, чиперех ҫӳрет, кил-ҫурта ӑшӑлӑх парса тӑрать.  Ҫӑмӑлах пулман унӑн пурнӑҫ ҫулӗ. Мӗн пӗчӗкренех ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса  ӳснӗ вӑл. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене лекнӗ. 7 класс пӗтерсенех бригадирта ӗҫлеме пуҫланӑ. К

Пӗрле ӗҫлесен тӗллевсем пурнӑҫланӗҫ

Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗ 5 яла пӗрлештерсе тӑрать. Аслӑ тата Кӗҫӗн  Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел тата Тутар Йӑвашкел, Хирти Шӑхасан ҫыннисенчен ытларахӑшӗ 1990 ҫулччен районта ҫеҫ мар, республикӑра та кӗрлесе тӑнӑ «Красный Октябрь» колхозра тӑрӑшнӑ. Унтах Кӗҫӗн  Ҫӗрпӳелӗнчи кирпӗч завочӗ те ӗҫленӗ.  Ҫулсем иртрӗҫ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх саланса кайрӗ, завод та продукци кӑларма пӑрахрӗ.  Ҫакӑ ял халӑхӗн пурнӑҫӗ ҫине те витӗм кӳмесӗр хӑварман. Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Т.Орешкин, нумаях пулмасть иртнӗ граждансен пухӑвӗнче отчет тунӑ май тӑрӑхра ӗҫ вырӑнӗсем ҫителӗксӗр пулни яла ҫамрӑксем юлма тӑрӑшманнин сӑлтавӗсенчен пӗри тесе палӑртрӗ. Ку ҫеҫ те мар, паллах. Анчах та ялсем пушанса пыни куҫ умӗнчех. Аслӑ  Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне

Хиртисӗнтӗрсем фронта пулӑшаҫҫӗ

Вӑрҫӑ хирӗнче маскировка питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата сывлӑш пекех кирлӗ. Унсӑрӑн салтаксем те, ҫар техники те, инженери сооруженийӗсем те ал тупанӗ ҫинчи пекех курӑнаҫҫӗ. Кун пек тетел нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑварма пулӑшать. Фронта маскировка сечӗсем  питӗ кирлине шута илсе, вӗсене тума пирӗнтен кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫакна ӑнланса Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен Нӗркеҫ, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Хирти ,нелпе Хирти Сӗнтӗр, Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем тетел ҫыхма пуҫӑннӑ та. Харсӑр ҫынсен ӗҫне территори уйрӑмӗн начальникӗ Геннадий Ефремов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Надежда Петрова, Владимир Воронов, Вера Петрова вӗрентекенсем йӗркелесе, хавхалантарса пыраҫҫӗ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин уявне, ун хыҫҫӑнхи кану кунӗсене ҫак тӑрӑхри ҫынсем харсӑр ӗҫпе паллӑ тунӑ. Вӗсем Нӗркеҫ вӑтам шкулне

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ, тӗллевсене палӑртрӗҫ

Элпуҫ территори уйрӑмне кӗрекен ялсенчи граждансен пухӑвӗ Хирти Явӑш тӗп шкулӗнче вӗренекенсем сцена ҫинче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнинчен пуҫланчӗ. Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, ҫакӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ те пур. Ялсен малашнехи пурнӑҫӗ, аталанӑвӗ шӑпах паян партӑсем хушшинче ларакансенчен килет-ҫке. Ачасем тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнччӗр, яла юлччӑр, пӗлӗвне ӳстернӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑнччӑр тесен, аслисен тӑрӑшмалла. Иртнӗ ҫулхи ӗҫсем пирки отчет тунӑ май Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑру ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Кӑтартусем, чылай ҫӗрти пекех, савӑнтармаҫҫӗ. Ялсем ватӑлса пыраҫҫӗ, пурӑнакансен йышӗ ҫулсеренех чакать. Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ ку тӑрӑхри ялсенче 1300 ытла ҫын пурӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 5 ялта 1188 ҫын шутлан
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Февралӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе пысӑк пресс-конференци ирттернӗ. Журналистсем тӗлпулура тӗрлӗ тема хускатнӑ. Пӗрремӗш ыйту ГЭСпа, Атӑл экологийӗпе ҫыхӑннӑскер пулнӑ. Олег Николаев ку енӗпе пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсассине палӑртнӑ.  «Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшма Патшалӑх фончӗ туса хурассине каларӗ. Чӑваш Енре ҫак фонд хӑш учрежденире пулӗ-ши?» — кӑсӑкланнӑ тӗлпулура. «Чӑваш Енре вӑл пӗр-пӗр учрежденире мар, мӗнпур юхӑма пӗрлештерекен тытӑм пулса тӑрӗ. Юридици ыйтӑвӗсене татса парсанах ӗҫлесе кайӗ», — тенӗ Олег Николаев. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫласси пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 1800 лифт улӑштармалла.
Пӗрле тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулӗҫ

Пӗрле тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем пулӗҫ

Муниципаллӑ округӑн 2022 ҫулхи социаллӑ-экономикӑлла кӑтартӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Канашлу пуҫланиччен округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов культура ҫурчӗн фойинче шкулсенчи «Точка роста» центр йӗркеленӗ выставкӑпа интересленсех паллашрӗҫ. Ачасенче — пуласлӑх, тетпӗр те, вӗсем технологи урокӗсенче, кружоксенче ӑсталанӑ япаласене курсан пирӗн округри вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсем хушшинче чӑннипех те пултаруллисем, мал ӗмӗтлисем чылай пулни курӑнчӗ. Вӗренекенсен хӑйнеевӗр шухӑшлавӗшӗн, тӗнчекурӑмӗшӗн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем мухтаса хавхалантарни, вӗсен ӗҫӗсене хаклани ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Округӑн малашнехи аталанӑвне те ҫамрӑксенче курать А.Осипов. Ҫакна вӑл канашл
Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван районӑмӑр – 84 ҫулта

Тӑван та юратнӑ кӗтесӗмӗр — Комсомольски районӗ! Пирӗншӗн эсӗ ҫав тери ҫывӑх та питӗ хаклӑ. Эпир кунта ҫут тӗнчене килнӗ, пурӑнатпӑр, вӗренетпӗр, ӗҫлетпӗр, юрататпӑр, ҫемье ҫавӑратпӑр... Кашни ҫыннӑнни пекех, районсен те ҫуралнӑ кунӗсем пур. Комсомольски районӗн биографийӗ вара 1939 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ун чухне РСФСР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ «Чӑваш АССРӗн Патӑрьел тата Шӑнкӑртам районӗсен чиккисене тата ҫӗнӗ администраципе территори йышне улӑштарасси ҫинчен» Указ кӑларнӑ. Асӑннӑ указпа ЧАССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1939 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнчи Патӑрьелпе Шӑнкӑртам районӗсен никӗсӗ ҫинче ҫӗннисене — Комсомольски тата Чкаловски районӗсене — йӗркелесси тата вӗсен йышне улӑштарасси, Комсомольски районӗн йышне Йӗпреҫ районӗнчи ялсене кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑвне ҫ
Пособие индексациленӗ

Пособие индексациленӗ

Чӑваш Енре февралӗн 1-мӗшӗнчен социаллӑ тӳлевсен 35 тӗсне индексациленӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ Правительство ҫуртӗнчи канашлура Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Валерий Николаев. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр тӳлевсемпе пособисен шайне кашни ҫулах потребитель хакӗсем ӳснин индексне шута илсе улӑштараҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 11,9 процент ӳснӗ. Ҫапла федераллӑ льготниксен 28 категорийӗн тӳлевӗсем пысӑкланнӑ. Ҫав шутра: инвалидсем, ҫар действийӗсен ветеранӗсем, Раҫҫей Геройӗсем, пуҫ хунӑ геройсен ҫемйисем, Социализмла Ӗҫ Геройӗсем, техногенлӑ тата радиаци катастрофисенче шар курнисем тата ыттисем те. Чӑваш Енре ҫакӑн пек тӳлевсене 92 пин ытла ҫын илсе тӑрать. Социаллӑ пулӑшусен пуххине те индексациленӗ. Унӑн хакӗ 156 тенкӗ ӳссе халӗ уйӑхра 1469 тенкӗпе танлашать. Льготниксем сана
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ

Ял халӑхӗн ыйтусем нумай. Вӗсем пирки пӗрле калаҫас, малашнехи тӗллевсене палӑртас шутпа пуҫтарӑнчӗҫ Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем граждансен пухӑвне. Малтанах Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.А.Илларионова иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсем пирки отчет туса пачӗ. Ялсен инфраструктурине аталантарас енӗпе патшалӑх программисемпе тухӑҫлӑ усӑ курни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ҫулсене пӑхса тӑрас, вӗсене вак чул сарса хытарас, ача-пӑчана выляса канма площадкӑсем тӑвас енӗпе мӗнле ӗҫлени пирки каларӗ. Ял халӑхӗ тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшнине, ҫак енӗпе малалла та вӑй хумаллине палӑртрӗ. Пуҫаруллӑ бюджет укҫа-тенкипе усӑ курни ку енӗпе пулӑшу парассине ҫирӗплетрӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал пурнӑҫламалли тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Чечен вӑрҫине хутшӑннисен ячӗпе аллея уҫасси пирки те сӑмах пулчӗ.