Тӗрӗ ӑстин куравӗ уҫӑлчӗ

«Алӑ пур ҫинче ал ӗҫ пӗлменни аван мар», — тенӗ ваттисем ӗлӗкех. Чӑваш пикисем мӗн ачаранах алла йӗппе ҫип тытма, тӗрлеме е пански ҫыхма хӑнӑхса ӳснӗ. Пӗве кӗрсен вара, качча кайнӑ чухне хӗр тупри пултӑр тесе, минтер пичӗсене, ал тутрисене, алшӑллисене, вырӑн сармисене илемлӗ тӗрӗсемпе эрешленӗ. Астӑватӑп-ха, ача чухне ялта пӗр-пӗр килте туй пулсан, унта ватти-вӗтти васкатчӗ. Ача-пӑча хӗрпе каччине ытларах тӗсенӗ пуль, ваттисем вара ҫӗнӗ кинӗн тӗррисене курма ятарласа кайнӑ, тытса пахаланӑ, вӗсем тӑрӑх ҫамрӑк арӑм тирпейлӗ, ӗҫчен иккенне пӗлме пултарнӑ.

Вутлан ялӗнче пурӑнакан Нина Егорова (хӗр чухнехи хушамачӗ Горшкова) ҫамрӑкранах тӗрӗсен тӗнчине лекнӗ.  Ҫак ӗҫ питӗ килӗшет ӑна, канва ҫинче малтан чечексем, кайран ҫулҫӑсен эрешӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри йӗрленнине сӑнасси епле пысӑк савӑнӑҫ-ҫке. Халӗ те, ҫӳҫӗсем кӗмӗлленнӗ, утса тухнӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫичӗ теҫеткерен иртнӗ пулин те, йӗппе-ҫиппе алӑран ямасть.  Ҫиппе, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме ӑста Нина Георгиевна. Юлашки вӑхӑтра алмазлӑ мозаикӑпа кӑсӑкланать, кирлӗ хатӗрсене хӗрӗсем интернет-магазинсенчен ҫырӑнса параҫҫӗ-мӗн. Унпа пӗрлех вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ япала хатӗрлеме те маҫтӑр ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм — алебастртан хытарса тунӑ чӳлмексенче  чечексем, йывӑҫсем хитрен курӑнса лараҫҫӗ. Чӳлмексене тума, тӗрӗсене рамӑна карса вырнаҫтарма мӑшӑрӗ, Николай Алексеевич, пулӑшать.

Пултарулӑхӑн ҫак енӗпе ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ хушӑра миҫе кӑна илӗртӳллӗ япала тухман-ши Нина аппан аллисем витӗр! Вӗсен  икӗ хутлӑ ҫурчӗн стенисене пӗтӗмпе рама ӑшне вырнаҫтарнӑ тӗрӗсем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене тематика тӑрӑх пайласа ҫакса тухма юратать кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Акӑ, пӗр кӗтесре шурӑ тата хура тӗслӗ урхамахсем ыткӑнса пыраҫҫӗ, тепӗр рамӑра юханшыв хӗррине шыв ӗҫме аннӑ пӑлансем аяккалла тӗмсӗлсе пӑхаҫҫӗ, юнашарах вӗҫен кайӑксем инҫетелле ҫул тытаҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте вӑрӑм ҫивӗтлӗ, ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ икӗ хӗрача пӗрремӗш юршӑн савӑннине, пирӗшти такам шӑпишӗн кӗлтунине сӑнарланӑ… Уйрӑмах чечек-ҫеҫкеллӗ тӗрӗ нумай. 

Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх  музейӗнче Нина Егорова алӑ ӑстин «Тӑван ен эрешӗсем» куравне йӗркелерӗҫ. Халӗ маттур тӗрӗ ӑстин пултарулӑхӗпе Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те паллашма пултараҫҫӗ. Музей ертӳҫи Алена Полякова, округри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Инна Ядрова, Тукай территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем Нина Георгиевнӑна  курав уҫӑлнӑ ятпа саламларӗҫ, пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем сунчӗҫ. 

Курав апрель уйӑхӗчченех ӗҫлет, пурте « Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейне ҫитме, илемлӗ ӗҫсене курса киленме васкӑр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *