Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ, тӗллевсене палӑртрӗҫ

Элпуҫ территори уйрӑмне кӗрекен ялсенчи граждансен пухӑвӗ Хирти Явӑш тӗп шкулӗнче вӗренекенсем сцена ҫинче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнинчен пуҫланчӗ. Кӑҫал республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, ҫакӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ те пур. Ялсен малашнехи пурнӑҫӗ, аталанӑвӗ шӑпах паян партӑсем хушшинче ларакансенчен килет-ҫке. Ачасем тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнччӗр, яла юлччӑр, пӗлӗвне ӳстернӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑнччӑр тесен, аслисен тӑрӑшмалла.

Иртнӗ ҫулхи ӗҫсем пирки отчет тунӑ май Элпуҫ территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Ф.Асеинов социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑру ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Кӑтартусем, чылай ҫӗрти пекех, савӑнтармаҫҫӗ. Ялсем ватӑлса пыраҫҫӗ, пурӑнакансен йышӗ ҫулсеренех чакать. Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ ку тӑрӑхри ялсенче 1300 ытла ҫын пурӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул пуҫланнӑ тӗле 5 ялта 1188 ҫын шутланнӑ. Элпуҫ, Тутар Элпуҫ, Хирти Явӑш, Хирти Выҫли, Хирти Мӑрат ялӗсенче пурӗ 462 хуҫалӑх. Пушӑ ҫуртсем — 90. Пӗрре пӑхсан, ку кӑтартусем ҫара цифрӑсем пек ҫеҫ туйӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех шутласан; Ватӑ ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ, ҫамрӑксем ялта тӗпленмеҫҫӗ. Ку тӑрӑхри хӑш-пӗр ялсенче юлашки икӗ-виҫӗ ҫулта мӑшӑрланакан пачах та пулман. Ҫакӑ ача  ҫураласлӑх ҫине витӗм кӳрет. Каларӑм ӗнтӗ, кун пек ӳкерчӗк пӗр Элпуҫ ял территори уйрӑмӗнче ҫеҫ мар. Апла пулсан, ялсем пушансах пыраҫҫӗ. Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.М.Мансуров та, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн директорӗ Н.Г. Ильин та пухура ачасене мӗн пӗчӗкрен ҫӗре юратма хӑнӑхтарса ӳстерес ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Партӑсем хушшинче ларнӑ чухнех ял хуҫалӑхӗнче кирлӗ пӗлӗве илме май паракан агрошкул Хирти Явӑш тӗп шкулӗн никӗсӗ ҫинче уҫас ыйту хускални, ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитересси пирки каласа пачӗҫ. Ачасене пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхтармасӑр, интереслентермесӗр, хавхалантармасӑр ялсен малашлӑхӗ пулмӗ. Хуласенче вӗренсе, малта пыракан технологисене алла илсе каялла тӑван тӑрӑха таврӑнакансем кирлӗ. Паян ялсенче агроном-инженерсем ҫеҫ мар, тухтӑрсем, учительсем, механизаторсем тата ытти специалистсем те ҫитмеҫҫӗ.

Малалла Расим Фатахутдинович территорири инфраструктурӑна аталантарас тӗлӗшпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Ку енӗпе сахал мар ӗҫ тунӑ. Пуҫарулӑх проекчӗсемпе ял урамӗсенчи ҫулсем сарнӑ, масарсене тирпей-илем кӗртнӗ, плотинана юсанӑ… Начальник пурнӑҫламалли ӗҫсем кӑҫал та чылай пулнине палӑртрӗ. Элпуҫӗнче халӑха канма, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме йӗркелекен «Дружба» парка тӑвас ӗҫсемпе малалла тӑрӑшмалла, ҫулсене пӑхса тӑрас енӗпе те  вӑй хумалла,  ялсене тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртесси ҫинчен те манса каймалла мар.                            Р.Асеинов ял-йыша пуҫаруллӑрах пулма ыйтрӗ. Чылай ӗҫе халӑх хастар пулнипе ҫеҫ пурнӑҫлама май килнине палӑртрӗ.

Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра унта службӑра тӑракансене, мобилизаципе кайнисене асӑнмасӑр иртмерӗҫ. Ял халӑхӗ вӗсене пулӑшу парас енӗпе чылай ӗҫ тунине палӑртса хӑварчӗҫ.

Ял ҫыннисен ыйту нумай. Вӗсенчен пӗри — ялти культура ҫурчӗ кивелсе ҫитни. Унӑн директорӗ Л.В.Носова сивӗ пулни, урайсем ҫӗрӗшни тата мероприятисене хатӗрленме условисем ҫителӗксӗрри пирки каларӗ. Апла пулсан та вӗсем округ, рес- публика шайӗнчи конкурссемпе фестивальсене хастар хутшӑннине палӑртрӗ. Территори уйрӑмӗн начальникӗ ку ыйтупа тӗрлӗ инстанцисене тухни, анчах та ҫывӑх вӑхӑтра ӑна татса пама май пулманни пирки пӗлтерчӗ.

РФ Социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин специалист-эксперчӗ И.И.Самарина патне пенсипе ҫыхӑннӑ ыйту чылай пулчӗ. Ирина Игнатьевна вӗсем ҫине тӗплӗ хуравсем пачӗ. Ял ҫыннисене хӑй тӗллӗн ӗҫлесси, вӑл енӗпе паракан патшалӑх пулӑшӑвӗсем ҫинчен округӑн ял хуҫалӑх пайӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ И.А.Воробьева ӑнлантарса пачӗ. Пухура пушартан сыхланас, телефон урлӑ ултавҫӑсен аллине ҫакланассинчен хӳтӗленес пирки те калаҫу пулчӗ.

Пуху ӗҫне округ администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗн ҫумӗ З.М.Айнетдинова хутшӑнчӗ, ку тӑрӑхри икӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ӗмӗртен килӗштерсе пурӑннине, пур ӗҫе те пӗрле пурнӑҫланине палӑртрӗ, малашне те ӑнӑҫусем сунчӗ.

Территори уйрӑмӗн начальникӗ Р.Асеинов ял пурнӑҫӗнчи обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнакансене Хисеп грамотисем парса чысларӗ.

Ю.Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *