Воскресенье, 5 мая

Ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ

Ӗҫрен таврӑнсан, килте кам та пулин кӗтсе илсен кун каҫа ӗҫлесе ывӑнни те таҫта кайса ҫухалать. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакан Лидия Александровна пӳрте кӗнӗ-кӗменех ватӑ амӑшне ӑшшӑн ҫупӑрласа илчӗ, сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлчӗ. Мӑшӑрӗ, Александр Николаевич, ӗҫрен таврӑнман-ха, килте амӑшӗ, Елена Евдокимовна, пурри пӳлӗме ӑшӑ парса тӑнӑн туйӑнать. Мӗн тери телей вӑл юнашар ҫывӑх ҫын пурри! Хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ, лӑпкаса  ӳстернӗ, ыррипе усаллине уйӑрма вӗрентнӗ амӑшӗ уншӑн темрен те хаклӑ.

Кӑҫалхи январь уйӑхӗнче Е.Е.Титова 85 ҫул тултарчӗ пулин те, чиперех ҫӳрет, кил-ҫурта ӑшӑлӑх парса тӑрать.  Ҫӑмӑлах пулман унӑн пурнӑҫ ҫулӗ. Мӗн пӗчӗкренех ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса  ӳснӗ вӑл. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене лекнӗ. 7 класс пӗтерсенех бригадирта ӗҫлеме пуҫланӑ. Кайран вара ӗмӗр тӑршшӗпех  Ҫӗнӗ Шӑхранти сысна ферминче тӑрӑшнӑ. Кирек мӗнле ӗҫе тытсан та алӑран кайтӑр тесе ӗҫлеме хӑнӑхманскер, тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑнӑ.  Ҫакна хастарлӑхшӑн тивӗҫнӗ наградӑсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Нумай вӗсем Елена Евдокимовнан: медальсем, социализмла ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫин паллисем, Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем…

Е.Титова вӑй хунӑ ҫулсенче фермӑра ӗҫлеме уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Пур ӗҫе те алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Темӗнле хӗн пулсан та пуҫ усман вӑл. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех ял хуҫалӑх производствинче тӑрӑшнӑ. Хӑйӗн пултарулӑхӗпе, хастарлӑхӗпе ырӑ ят ҫӗнсе  илнӗ.

Г.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *