Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пресс-конференци ирттерчӗ

Февралӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе пысӑк пресс-конференци ирттернӗ. Журналистсем тӗлпулура тӗрлӗ тема хускатнӑ. Пӗрремӗш ыйту ГЭСпа, Атӑл экологийӗпе ҫыхӑннӑскер пулнӑ. Олег Николаев ку енӗпе пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсассине палӑртнӑ.

 «Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшма Патшалӑх фончӗ туса хурассине каларӗ. Чӑваш Енре ҫак фонд хӑш учрежденире пулӗ-ши?» — кӑсӑкланнӑ тӗлпулура. «Чӑваш Енре вӑл пӗр-пӗр учрежденире мар, мӗнпур юхӑма пӗрлештерекен тытӑм пулса тӑрӗ. Юридици ыйтӑвӗсене татса парсанах ӗҫлесе кайӗ», — тенӗ Олег Николаев.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫласси пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 1800 лифт улӑштармалла. Районсенче шыв башнисене, тасатакан сооруженисене ҫӗнетмелле.

Пресс-конференцире журналистсем республика Пуҫлӑхне пурӗ 36 ыйту панӑ. Вӗсем туризма аталантарассипе мӗнле утӑмсем тума палӑртни, муниципалитетсенчи ертсе пыракансен командин квалификаци шайне ӳстерес тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫсем, Шупашкарти обществӑлла транспорт паркне ҫӗнетесси, шкулти ҫар музейӗсем, ача усрава илнӗ ҫемьесене паракан ҫӑмӑллӑхсем, СВОна хутшӑнса аманса таврӑннисене, вӗсен ҫемйисене епле пулӑшупа тивӗҫтерни пирки тата ытти ыйтусене те ҫӗкленӗ. Олег Алексеевич кашни ыйту ҫинех тӗплӗ хурав панӑ, ҫакнашкал форматпа хутшӑнас ӗҫе малалла тӑсассине палӑртнӑ.

Л.Георгиева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *