Ҫамрӑксем яла юлаҫҫӗ

Ҫамрӑксем яла юлаҫҫӗ

Алсу Арифуллина,

тӗп специалист-эксперт:

— Урмаел тата Тукай Мишер ялӗнчи ҫамрӑксем ялтах тӗпленсе пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ тӗн тата халӑх йӑлипе те ҫыхӑннӑ пулӗ, округ центрӗнчен аякрах мар вырнаҫнин витӗмӗ те пур-тӑр. Ялта ҫамрӑксем пулсан туй та кӗрлет,  ачасем те ҫуралаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклекенсем те нумайланаҫҫӗ. Ҫавӑнпах та пулӗ Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенче ҫӗнӗ урамсем те уҫӑлаҫҫӗ.

Ялта пурӑнма ҫынсене кирлӗ условисем туса памалла. Вӗсем ялсенче ҫителӗклӗ темелле. Ҫынсем ял хуҫалӑхӗпе те ӗҫлеҫҫӗ, суту-илӳпе тӑрмашаҫҫӗ, округ центрне ӗҫе ҫӳрекенсем те йышлӑ.

Халӑхӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме, хаваслӑ канма  Урмаелӗнчи культура ҫурчӗн (кунтах модельлӗ библиотека, искусствӑсен шкулӗн филиалӗ, 3D цифра тата сасӑ оборудованийӗ вырнаҫтарнӑ «Урмай» кинозал) тата Тукай Мишерӗнчи ял клубӗн ӗҫченӗсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем тӑтӑшах уявсем, тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ, округ, республика, Раҫҫей шайӗнчи фестиваль-конкурссене те хутшӑнса мала тухаҫҫӗ.

Ҫынсен сывлӑхне упрас, сиплес, профилактика ӗҫӗсем тӑвас енӗпе Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ (пӗлтӗр ӑна тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн «врач амбулаторийӗ» ят панӑ) тата Тукай Мишерӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеҫҫӗ.

Раҫҫей почтин Урмаелӗнчи уйрӑмӗхалӑха хаҫат-журналпа тивӗҫтерет тата ытти пулӑшусем парать.

Урмаелӗнчи (361 вӗренекен) тата Тукай Мишерӗнчи (347 вӗренекен)  вӑтам шкулсенчи вӗрентекенсем ачасене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Урмаелӗнчи «Лейсан» ача садне шкул ҫулне ҫитмен 133 ача ҫӳрет. Тукай Мишер вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Балачак» ача садӗнче 75 ачана воспитани параҫҫӗ.

Ял ҫыннисем инҫете каймасӑрах вырӑнта куллен кирлӗ таварсем туянма пултараҫҫӗ. «Пятерочка», «Магнит», «Красное Белое» магазинсем уҫнӑ. «Халяль», «Автозапчасти» тата уйрӑм ҫынсен магазинӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Икӗ ялта та аптека пункчӗсем пур.

Ҫулсеренех ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн ял-йыш Сабантуй   уявӗнче савӑнать. Унта хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, ытти республикӑсемпе  облаҫсенчен те хӑнасем йышлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ тӗрлӗ регионсенче пурӑнакансемпе туслӑ ҫыхӑну  йӗркелеме май парать.

Раҫҫей, Чӑваш  Республикин правительствисем пулӑшнипе ҫынсене ялта пурӑнма пур услови те туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Ял-йышпа пӗрле эпир те хамӑр пурӑнакан вырӑн илемлӗрех, хӑтлӑрах пултӑр тесе вӑй хуратпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *