Понедельник, 29 апреля

Юрӑ-ташӑ чун апачӗ

Этем ӗҫленипе ҫеҫ пурӑнаймасть, ӑна чун апачӗ те кирлех. Ялсенчи культура ҫурчӗсенче ӗҫлекенсен тӗп тивӗҫӗ — ҫынсен канӑвне йӗркелесси, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттересси. Тукай территори уйрӑмӗнчи ялсенче тӑватӑ культура ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Вӗсенче уявсенче пӗрмаях концертсем, ытти мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.

Салтака каякан яшсене клубра пуҫтарӑнса ырӑ сунса ӑсатассине йӑлана кӗртнӗ. Округра иртекен культура мероприятийӗсенчен те пӗртте юлмаҫҫӗ маттурсем. Ҫӗнӗ Мӑратри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамбльне йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр те иртнӗ ӗнтӗ. Унта юрра-ташша юратакан, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплекен тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтараҫҫӗ.

Тукайра пурӑнакансемшӗн 2022 ҫул ялта ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайнипе асра юлчӗ. Унӑн строительствине «Культура» наци программин шайӗнче тума май килнӗ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *