Ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ

Ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗҫ

Кирек хӑш сферӑра та иртнӗ ҫулти ӗҫ-хӗле кашни ҫулах пӗтӗмлетеҫҫӗ.  Ҫакӑ ҫулталӑк хушшинче мӗн тунине, мероприятисен пахалӑхне хаклама, ҫитменлӗхсене асӑрхама, малашлӑх валли ӗҫсем планлама кирлӗ. Культурӑра ӗҫлекенсем ҫакнашкал канашлӑва февралӗн 9-мӗшӗнче пухӑнчӗҫ.

Комсомольски округӗнче 33 культура ҫурчӗ, 18 библиотека, 2 музей ӗҫлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, Комсомольскинче ача-пӑча искусство шкулӗ, унӑн ялсенчи филиалӗсем пур. Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансен канӑвне, пушӑ вӑхӑтне йӗркелесси мӗнле шайра пулни пирки культура секторӗн заведующийӗ Дария Грибова тӗплӗ отчет туса пачӗ. «Централизациленӗ клуб системи» АУ директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Алиса Сивкина 2023 ҫулта йӗркеленӗ мероприятисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Централизациленӗ библиотека системи» МБУК директорӗ Инна Ядрова, «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн заведующийӗ Алена Полякова, искусство шкулӗн директорӗ Ярослав Ильин та хӑйсем ертсе пыракан учрежденисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ.

ЧР культура, национальноҫсен, архив ӗҫӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова республикӑри, округри культурӑпа кану учрежденийӗсене укҫа-тенкӗпе епле тивӗҫтернине тишкерчӗ, культурӑпа кану объекчӗсене юсас, ҫӗнӗрен тӑвас тесен проектсем хатӗрлемеллине, вӗсене республика, Раҫҫей шайӗнчи программӑсене кӗртме сӗнчӗ. Канашлу ӗҫне ҫавӑн пекех округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Светлана Долгова, наци библиотекин директорӗн ҫумӗ Татьяна Баймушкина хутшӑнчӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *