Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ

Наци проекчӗсене РФ Президенчӗн указӗсене тӗпе хурса 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывӑн стратеги аталанӑвӗн 13 ҫул-йӗрне пырса тивеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — культура отраслӗ. Чӑваш Енре ун ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.  ЧР культура министрӗ Светлана Каликова министерство коллегийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулта отрасле укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессин калӑпӑшӗ 4,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Федераци бюджетӗнчен 2023 ҫулта 405,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Муниципалитет тата хула округӗсене федераци тата республика бюджечӗсенчен 853,8 миллион тенкӗ куҫарнӑ.

2023 ҫулта культура отрасльне ҫӗнетме пурӗ 1 млрд та 173 млн 500 пин тенкӗ янӑ, ҫав шутра патшалӑх учрежденийӗсене модернизацилеме — 338,9 миллион тенкӗ, муниципалитетсене — 834,6 миллион тенкӗ. Асӑннӑ суммӑн пӗр пайӗ пирӗн округри культура учрежденийӗсене ҫӗнетме, пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма кайнӑ. Акӑ, «Культура малой Родины» наци проекчӗпе усӑ курса Комсомольскинчи вулавӑша тӗпрен юсаса ҫӗнетсе этнобиблиотека статусӗ панӑ. Унта халь кӗнеке илме е хаҫат-журнал вулама ҫеҫ мар, ҫавра сӗтелсем йӗркелеме, тӗрлӗ тӗлпулу ирттерме питӗ меллӗ, ватти-вӗтти кӑмӑллакан вырӑн пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Нӗркеҫри культура ҫуртне юсаса илемлетнӗ, кирлӗ оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кунсӑр пуҫне, Киров поселокӗнчи клуб-музейӑн пурлӑхпа техника базине те ҫирӗплетме май килнӗ.

2023 ҫулта пирӗн округри культура ӗҫченӗсем 7 пине яхӑн мероприяти йӗркелесе ирттернӗ, унта вырӑнти халӑх хапӑлласах йышлӑн хутшӑннӑ. Чи асра юлнӑ уявсем — Ҫӗнтерӳ кунӗ, Акатуй, «Потому, чТо мы Вместе» ятлӑ велочупупа рок-фестиваль, регионсем хушшинчи «Несӗлсен сӑвапӗ» фольклор фестивалӗ.

Пирӗн округри ҫамрӑксемпе шкул ачисем Пушкин карттипе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн культура шайне ҫӗклес тӗллевпе йӗркеленӗ нумай мероприятие куракансем пысӑк хак панӑ. «Урмай» кинозал нихӑҫан та пушӑ тӑмасть, Шупашкартан та театрсем, тӗрлӗ коллективсем килеҫҫӗ. Комсомольскинчи ачасен искусство шкулӗнчи «Островок» тата «Мирас» хореографи, «Вербочки» вокалпа хор ансамблӗсем, Аслӑ Чурачӑкри «Тевет» фольклор ушкӑнӗ,  ҫамрӑк художниксем округри, республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ, лауреатсемпе дипломантсем пулса тӑнӑ.

«Культура» нацпроект шайӗнче ҫулсеренех республикӑри чи лайӑх культура учрежденийӗсене палӑртаҫҫӗ. 2023 ҫулта «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ» номинацире Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗ, «Ялти чи лайӑх библиотека» номинацире Александровкӑри библиотека 3-мӗш вырӑнсене ҫӗнсе илни вӗсенче тӑрӑшакансем пахалӑхлӑ, чунне парса ӗҫленине ҫирӗплетет.

Тӗп библиотекӑпа халӑх музейӗ Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗпе пӗрле «Православное кольцо Комсомольского муниципального округа» проекта пурнӑҫа кӗртрӗҫ. Асӑннӑ проект тӑван енри православи культури ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме, хамӑр пурӑнакан кӗтесе ытларах хаклама вӗрентет.

Комсомольски округӗ тӗрлӗ халӑхӑн ӗҫчен те пултаруллӑ ҫыннисемпе пуян, тӑван ҫӗре чунтан парӑнни, юратни, пуласлӑха ӗненни кунта пурӑнакансене иксӗлми хастарлӑхпа вӑй-хал кӳрет.

Дария ГРИБОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *