Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ

Района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ смотр-конкурс малалла пырать.

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн Нӗркеҫри культура ҫуртне халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Ҫынсене фойере йӗркеленӗ выставкӑсемпе пуян стендсем кӗтсе илчӗҫ. Вӗсенче ку тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансен ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ туллин палӑрчӗ. Культура ҫуртне пынисем вырӑнти ӑстаҫӑсен Ирина Петрован, Галина Нестерован, Анна Можаеван тӗррисемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ. Кивӗ сӑнӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ выставкӑра паллакан сӑнсене курни те хавхалану кӳчӗ.

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина  район историйӗпе кӗскен паллаштарчӗ, тӑван тӑрӑхри ялсен, колхозсен пурнӑҫӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Территори уйрӑмӗн паянхи ӗҫӗсем пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Ялта пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатас, ялсене тирпей-илем кӗртес енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Пуҫаруллӑ проектсене вӑя кӗртме пулӑшнӑшӑн халӑха тав турӗ.

Концерт «Ҫӗршыв  илемӗ» юрӑпа пуҫланчӗ. Унтан вара сцена ҫине вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем пӗрин хыҫҫӑн теп-ри тухрӗҫ. Сӑвӑ калакансем те, хайлав сыпӑкӗсене вулакансем те пулчӗҫ. Куракансене хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, пурӑнакан авторсем Л.Изекеева, П.Иванов, О.Александрова  калӑпланӑ «Каҫал ен», «Сӗнтӗр ялӗ», «Савнӑ Тӗвенеш», «Родина моя», «Хур кайӑксем вӗҫеҫҫӗ» тата ытти юрӑсене уйрӑмах хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсен хорӗ, Валентина Яковлева, Виктория Нестерова, Юлия  Сапожникова, Анастасия Николаева шӑрантарнӑ юрӑсене, Нина Плеткина сӑвӑ, Ольга Александрова проза вуланине куракансем интересленсе итлерӗҫ.  Вырӑнти арҫынсен «Убойная сила» ансамбльне алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем «Защищал солдат мою Россию», «Ясный сокол» юрӑсене куракансем патне чуна тыткӑнламалла илсе ҫитерчӗҫ.

Концерт вӑхӑтӗнче электронлӑ майпа кунта пурӑнакансен ӗҫӗ-хӗлне, ялсен, тавралӑх илемне сӑнлакан ӳкерчӗксене кӑтартса пыни залра ларакансенче хӑпартлану туйӑмӗ ҫуратрӗ. Концерта Роман Кольцовпа Виктория Зуева лайӑх ертсе пычӗҫ. Художествӑлла номерсене хатӗрлес енӗпе Павел Ивановпа Анна Можаева чылай тӑрӑшнӑ.

Концертран халӑх тулли кӑмӑлпа саланни савӑнтарать.

Надежда Голландцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *