Понедельник, 29 апреля

Пурин кӑмӑлне те кайрӗ

Округра Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс малалла пырать. Январӗн 15-мӗшӗнче Хырай Ӗнел культура ҫуртӗнче Александровка территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем хӑйсемпе  паллаштарчӗҫ.

Ку тӑрӑхра тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать. Фойере вырнаҫтарнӑ выставкӑсем территори уйрӑмне кӗрекен ялсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин сӑнласа параҫҫӗ. Культура ҫуртне килнисем иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа паянхи кун таран ялсен аталанӑвӗн ҫул-йӗрне уҫса паракан «Родной мой край, деревни вдоль Кубни» фотовыставкӑпа интересленсе паллашрӗҫ. Ал ӗҫӗсен куравӗ те пурин кӑмӑлне те кайрӗ.  Кивӗ япаласем, ӗҫ хатӗрӗсем  аваллӑх тӗнчине илсе кӗчӗҫ. Хырай Ӗнелӗнчи Т.И.Квасован, Киров поселокӗнчи  И.В.Григорьеван ал ӗҫӗсем те куҫа илӗртеҫҫӗ. «Каҫал ен, тӑван кӗтесӗм» кӗнеке выставкине пирӗн округ ҫинчен каласа паракан пичет изданийӗсенчен йӗркеленӗ. «Наши герои» стенд ҫак  тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паттӑрсемпе паллаштарчӗ.

Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова ку тӑрӑха кӗрекен ялсен сӑн-сӑпатне видео презентаци урлӑ кӑтартса, сӑмахпа каласа паллаштарчӗ.  «Искра» колхозра, «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче, «Родина» ОООра тата ытти харпӑрлӑхри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекенсем тухӑҫлӑ тырпул, тымарҫимӗҫ ҫитӗнтерессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес тесе  те ӑнӑҫлӑ вӑй хураҫҫӗ. Хырай Ӗнел вӑтам тата Александровка тӗп шкулӗсенче  ачасене тарӑн пӗлӳ парас енӗпе тимлеҫҫӗ. Александровкӑри, Хырай Ӗнелӗнчи, Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти, Кивӗ Сӗнтӗрти, Киров поселокӗнчи культура учрежденийӗсем халӑхӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Александровка, Ҫӗнӗ Сӗнтӗр, Кивӗ Сӗнтӗр, Киров поселокӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫынсен сывлӑхне сыхлассишӗн ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансен йышӗ чакни палӑрать пулин те, вӗсенче тӗпленнисем хӑйсем пурӑнакан вырӑн тирпейлӗ те илемлӗ пултӑр тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ проектсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗсем пуян концерт программи йӗркеленӗ. Сцена ҫине пур ӳсӗмри юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем те тухрӗҫ. Куракансем Александровка тӗп шкулӗн, Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсен, Александровка культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Родники», Хырай Ӗнел культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Искриночки» ансамбльсен, Кивӗ Сӗнтӗрти Ванюркинсен, Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти Тарасовсен ҫемье ансамблӗсен, Киров поселокӗнчи фольклор коллективӗн, чи ҫамрӑк юрӑҫӑн Мария Александровӑн тата вырӑнти ытти артистсен пултарулӑхӗсене хапӑлласа  йышӑнчӗҫ, ушкӑнпа алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Уяв каҫӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

Александровкӑсем эстафетӑна Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне пачӗҫ. Унта январӗн 25-мӗшӗнче ҫакӑн пек смотр-конкурс иртӗ.

Валерий Ванюркин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *